Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтарасла (тĕпĕ: шӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӑна курчӗ те ун куҫӗнчен шӑтарасла пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кулюкка икӗ аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытнӑ та Ҫӗпӗр ҫыннине шӑтарасла сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лукарье те сӑмах чӗнмерӗ, Анука шӑтарасла пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малта тӑраканӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те: — Слышь, эсӗ… санпа калаҫатӑп. Вообщем, сирӗн кунта ыттисем пурте меммесем. Пӑхатӑп та — санпа калаҫма пулать пуль тетӗп. Кӗскен каласан итле, ачамккӑ: халӗ эпир каятпӑр, сана вара вун пилӗк минут паратпӑр. Вообщем, пӗр виҫӗ хӗр пирӗн валли тупса хур. Кайран, виҫӗ-тӑватӑ сехетрен, каялла илсе килсе яратпӑр. Ҫав сухалли (Изосимыч экспедици вӑхӑтӗнче хырӑнманччӗ) урӑх ман куҫӑма ан курӑнтӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вӑл пысӑках мар та сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӑшт курпунланнӑ, куҫ айӗн витӗр шӑтарасла пӑхакан ҫынччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Вылякан ушкӑнра паллакан ҫамрӑксем те, хулара ӳснӗ яшсем те, тӗрмере ларса тухнӑ, куҫ айӗн витӗр шӑтарасла пӑхакансем те пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хӗр ман ҫине пуҫне усса куҫ айӗн шӑтарасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пас тытма ӗлкӗрнӗ чӑпар кӗрен сухалне шӑлкаланӑ май пире пӗрремӗш хут курнӑн кашнин ҫине шӑтарасла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Арҫынсем иккӗшӗ те куҫӗсемпе Дубов ҫине шӑтарасла тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьев качча куҫӗнчен шӑтарасла ҫивӗччӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл тискер кайӑк еннелле хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те шӑтарасла пӑхрӗ, ҫавӑнтах тӗлӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран шӑтарасла сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла пӑхнӑҫем ҫывӑхланса чуптума пуҫланине хӑйсем те сисмерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫын ача шӑтарасла пӑхнине кура, хӗр те чей стаканне сӗтел ҫине лартсах Славике сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Килӗшмесен — кӗреш ун пек йӗркене хирӗҫ, — аслӑ прораб куҫӗнчен шӑтарасла пӑхрӗ Григориу.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан ман еннелле пуҫне пӑрса, шӑтарасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫын шӑтарасла пӑхса-сӑнаса ларнӑ чухне ал-ура ҫыхланать ҫав вӑл — пӑтратать-пӑтратать Елюк банкӑри помидорсене, анчах пӗрне те асса илеймест.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь вӑл тур ҫырлахтӑрах тесе ури ҫине сиксе тӑчӗ, шӗвӗр кӗлеллӗ пушмакӗпе урай хӑмине шӑтарасла танклаттарса пӳлӗм варрине вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӗр-полковник, эсӗ килессе сунманччӗ эпӗ, — лӑпкӑн, куҫран шӑтарасла пӑхса, каларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗсемпе пурте ҫул ҫине шӑтарасла тинкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех