Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑшра ҫамрӑк тополь ҫулҫисен пылак шӑршийӗ хумханса тӑрать, тата ҫав вӑхӑтрах каҫ енне сивӗне пуҫланӑ кивӗ чул ҫуртсен темле сулхӑн шӑршийӗ те кас-кас сисӗнкелесе илет…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Урпа ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ пашалу шӑршийӗ алӑк умне пырсанах пылак тутӑллӑн туйӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах Егорлыкпа Мечетински станицисен ҫеҫен хирӗсенче ураланса ҫирӗпленнӗ Добровольчески арми хӑйне Наполеон вырӑнне хура пуҫланӑ Сорокин главкома хӗртме тытӑннӑ хыҫҫӑн, тата атаман Краснов шукӑль универсалсенче «православни Россия-матушка» ҫинчен калаҫма тытӑннӑ хыҫҫӑн, Снесарева каллех манӑҫма пуҫланӑ ӗмӗрхи тӑван сывлӑш шӑршийӗ кӗрсе каять…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унтан яланах ҫу, пулӑ шӑршийӗ кӗрет; анчах унӑн хӑйӗн шӑрши, таса та лайӑх шӑрши пур, вӑл тин ҫеҫ каснӑ йывӑҫ шӑрши евӗрлӗ туйӑнать.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл Ванька Цыган пек, сывлӑш ҫийӗпе вӗҫнӗ пекех ташлать: унтан ҫынна хӗтӗртмелле те маттурӑн Павел Одинцов, Сорокин ташлаҫҫӗ; чахоткӑллӑ Давидов та урисене урай тӑрӑх тапраткалать те тусан, тӗтӗм тата эрехпе копченнӑй колбассан ҫирӗп шӑршийӗ кӗнипе ӳсӗрет, ҫав колбассаран яланах тунӑ тир шӑрши кӗрет.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан вӗри ҫӑкӑрӑн спиртлӑ йышши шӑршийӗ кӗрет.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн хӑйӗн шӑршийӗ пур — тарӑн, яшка ҫӑвӗн, кантӑр ҫӑвӗн, кӑмака куклисен тата тӗтӗмӗн йывӑр та мӑка шӑршийӗ; ҫав шӑршӑ тӑвӑр, ӑшӑ ҫӗлӗк пекех пуҫа хӗсет те, ӑш-чикелле сӑрхӑнса кӗрсе темле ӳсӗртнӗ пек туса ярать, куҫа хупса, шутсӑр хытӑ ҫухӑрса ярса, таҫталла чупса пырса, пирвайхи стена ҫумнех пуҫпа ҫапӑнас килекен тӑвать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кун каҫа ӑшӑнса ҫитнӗ хӑйӑртан темле вичкӗн шӑршӑ кӗрет, пуринчен ытларах бойнӑсен тутлӑрах, ҫулӑ шӑрши — юн шӑршийӗ сисӗнет; тир ӑстисем пурӑнакан картишӗсенчен тата тир йӳҫҫин сӑмсана ҫуракан тӑварла шӑршийӗ кӗрет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Уйӑхӑн ялтра ылтӑн сивви, Олеандрпа левкой шӑршийӗ…
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫуркуннехи пек нӳрлӗ юр шӑрши шыв юххисемпе нӳрленнӗ йывӑҫ хуппи шӑршийӗ кӗрет.По-весеннему пахло влажным снегом, ручьями, отсыревшей корой.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ку, чӑннипе, паянхи кунӑн эрӗм шӑршийӗ кӑна, апла пулин те унра чун-чӗрене ӑшӑтакан иртнин хӗрӗвӗпе тин ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнланса илнӗ телейӗн хӑвачӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
15. Чӑнах та, Турӑ умӗнче эпир — Христосӑн ырӑ шӑршийӗ: вӑл ҫӑлӑнаканнисем хушшинче те, пӗтекеннисем хушшинче те: 16. пӗрисемшӗн эпир — вилӗм кӳрекен вилӗм шӑрши, тепӗрисемшӗн — чӗрӗлӗх кӳрекен пурӑнӑҫ шӑрши.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1