Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл япала Нина Ивановна урисен йӗрри те мар, одеколон шӑрши те мар, анчах мӗн вӑл — ӑна Лидия Алексеевна ниепле те тавҫӑрса илме те, курма та, алӑпа тытса пӑхма та пултарайман.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Фельдшерсенчен эмелпе виле шӑрши ытларах перет, теҫҫӗ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Хӑвӑнтан та больница шӑрши кӗме пуҫларӗ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ҫитменнине вӑл кӑштах хӗрӗнкӗрех пек туйӑнчӗ, — унтан сӑра шӑрши те кӗретчӗ.
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Часах ял шӑпланчӗ те, таврана ӑшӑ сӗт шӑрши сарӑлчӗ…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вут ҫутипе вылять пӗр чӳрече, Анне ҫӳрет тӗпелӗн кукринче: Вӑл чашкӑрта пуҫланӑ ҫатмана, Юсман шӑрши кӗрет ман сӑмсана.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вуласа тухрӑмӑр та — Шурча таврашӗнче ХVШ-мӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ пӑлхава эпир кураймарӑмӑр, ыттисенче 1905 ҫулхи революцин ҫулӑмӗ-тӗтӗмӗ явӑнмасть, ӗнӗк шӑрши те ҫапмасть, Октябрьти социализмлӑ аслӑ революци те чӑвашран аякра тарать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Хӑй ӑҫта ҫӗр каҫнине тӳрех пӗлеймерӗ-ха вӑл: чӳречерен кӗрекен шупка ҫутӑ ҫеҫ мар, пӗрене шӑрши те килӗнчи пек мар.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сывлӑшра ҫунӑк шӑрши сисӗнет.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вите енчен тислӗкпе утӑ шӑрши килет.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ваҫук алӑка уҫсанах пӳртре хӗрсем шавлӑн калаҫни илтӗнчӗ, тулти пӳртре милӗк шӑрши килет.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кантӑр шӑрши сарӑлнӑ лупасайӗнче каҫченех ӗҫ вӗресе тӑчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Какай шӑрши тухнӑ, — терӗ председатель пӳрт ӑшчиккине пӑхса ҫавӑрӑннӑ май.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ку вӑхӑтра мӑрьесенчен ҫуллӑ икерчӗ шӑрши тухмалла та, халӗ икерчӗ шухӑшӗ мар.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӳлтен ҫӑвакан юрпа пӗрле йӗри-тавра милӗк шӑрши перекен мунча кӗлӗ вӗҫсе тӑчӗ вӑл ӗҫленӗ чух.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эсӗ паян каҫчен ҫавна сӳтсе салат — шӑрши ан пултӑр, илтрӗн-и?
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Темле йывӑр шӑршӑ пӳртре, анчах мӗн шӑршине никам та пӗлес ҫук; тӑварланӑ купӑста шӑрши те, тар шӑрши те, нӳхреп шӑрши те — пурте пӗрле.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӳрте какайпа сухан шӑрши сарӑлнӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Витере сурӑхсемпе ӗне кавлени илтӗнет, ӑшӑ тислӗкпе вӑрман шӑрши хутӑш картара.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Аван-и, Мария Тимофеевна! — ҫывӑха килсе тӑнӑ Питан Тимошӗнчен кӑштах эрех шӑрши кӗрет.