Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрша (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑ пӗтернӗ шӑрша.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурта ҫуннӑ чухнехи шӑрша эпӗ чи малтан чиркӳре туйса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Арҫын ачасем тутлӑ шӑрша пула ыйхӑран вӑранчӗҫ те ҫӗр варринче мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ӑҫта тӗл пулнӑччӗ вӑл ку шӑрша?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ҫапла пуль ҫа-ав, выртасах килмест пуль ӗнтӗ йӗпе ҫӗрте, юратас килмест пуль ку шӑрша

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вара тин Анатолий Семенович хӑй ҫак шӑрша кунта килсенех туйнине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шупашкарти 29-мӗш пӗлӳ ҫуртне ура ярса пуснӑ-пусманах сӑмсана кӑтӑклакан тутлӑ шӑрша туйма пулать.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Тӗрлӗрен кайӑксем илемлӗ сассисемпе вӑрмана янратаҫҫӗ, чечексем таврана ырӑ шӑрша сараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Патька-патшапа пӗрле килнӗ хусахсем те, калаҫу мӗн пирки пынине итлесе, ун-кун пӑхкаларӗҫ, хӑйне евӗрлӗ шӑрша кашни хӑй чухланӑ пек хак пама тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурпӗрех, ман шӑрша туйса илсе, ман йӗр ҫине ӳксен, вӑл ҫакӑнта вӑшкӑртсах килме кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Сан сӑмса ытла та шӑрша пӗлет иккен?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫулӑн икӗ айккипе ешӗрсе тухнӑ «турамӑш» курӑкӗнчен сарӑлнӑ пылак шӑрша ҫӑтса тӑранмалла мар.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен тарҫӑ ҫак усал шӑрша асӑрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнӑ, халӗ Сарье сӗртӗннӗ-сӗртӗнмен хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать: унран тӳрех лаша тарӗ шӑрши перет иккен.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗре сури тумалли шӑрша туйса илнӗ лаша куҫне чалт уҫса ячӗ те ҫӑкӑр татӑкне хыпрӗ.

Учуяв спасительный запах, лошадь широко открыла глаза и в один миг проглотила хлеб.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗнле кӑна тӳсеҫҫӗ-тӗр вӑл шӑрша кантуртисем.

И как носы терпят у волостных нюхать этакую пакость?

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юнашар ларакан хӗрарӑмсем шӑрша тӳсеймесӗр пуҫӗсене пӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав шӑрша таҫтанах туяттӑн.

Издалека слышен был её запах.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

Тӗлӗнмелле тутлӑ шӑрша сарӑлчӗ таврана.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Зигма — йытӑ — кунта манран чылай айӑплӑрах: шӑрша ҫапла ҫивӗч туйни хӑрушӑ.

Собака Зигма виновата в этом больше меня: опасно иметь тонкое обоняние.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Юлашкинчен опытлӑ сӑмса лайӑх пӗлекен шӑрша — хӗрарӑм шӑршипе парфюмерин кӑткӑс тути-техӗмне, чечекпе пир-авӑр тата тасалӑх шӑршине уйӑрса илчӗ.

Наконец он различил так хорошо знакомый его опытному носу запах женщины, сложный букет парфюмерии, цветов, материи и чистоты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех