Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑмминчен (тĕпĕ: шӑмӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулла пурӑнмалли ҫуртне те вӗсем тискер кайӑк тирӗсене карса тӑваҫҫӗ, пӳртӗн чаракӗсене, тӗккисене час-часах кит шӑмминчен тӑваҫҫӗ.

Летнее жилище эскимоса также сделано из звериных шкур, а подпорками для него часто служат кости кита.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӳтӗнчен, тирӗнчен, шӑмминчен, шаккинчен, сӑнӗнчен, сӑпатӗнчен, ҫӳҫ пӗрчинчен тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашне, ӳт тӗслӗ пурҫӑн ҫине, слон шӑмминчен касса тунӑ ручка, линейка, хут касмалли шӑмӑ ҫӗҫӗ хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Лутра сӗтел сине хрустальрен тунӑ шкатулкӑсем, слон шӑмминчен тунӑ кӗлеткесем лартса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йытӑсен янах шӑмми ҫӳлти шӑмминчен вӑрӑмрах пулать, ҫӳлти шӑлӗсем аялтин хыҫне лекеҫҫӗ; Булькӑн вара аялти янах шӑмми тем пекех мала тухса тӑратчӗ, ҫӳлтипе аялти шӑлӗсем хушшине пӳрне те кӗретчӗ пулӗ.

У всех мордашек нижняя челюсть длиннее верхней и верхние зубы заходят за нижние; но у Бульки нижняя челюсть так выдавалась вперед, что палец можно было заложить между нижними и верхними зубами.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Вилӗ шӑмминчен тунӑ теҫҫӗ пӗлекенсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӳлепесем питӗ чаплӑ слон шӑмминчен, чӑннинех капӑр ӗҫ.

Фигуры были отличной слоновой кости, хорошей художественной работы.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Петерса ҫурӑм шӑмминчен хобочӗпе туртса ҫапса аманнӑ слон вӗлернӗ; ӳтне тискер чун ӗренкӗсӗр чустана ҫавӑрнӑ.

Петерса убил раненый слон, сломав ему хоботом позвоночник; зверь превратил тело в бесформенную массу.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Йӗтес шӑмминчен тытӑр.

Держитесь за ключицы.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Агриппина кӑшкӑрса ячӗ те, курокне туртать — пӑшал кучӗ хулпуҫҫи шӑмминчен хытӑ тапать.

Агриппина вскрикнула, нажала спуск — ложе тяжело толкнуло ее в ключицу.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иван Гора, ӑнсӑртран пек, Замоткина кӑнтса тӑракан ҫурӑм шӑмминчен аллипе лектерчӗ те, лешӗ шампӑрах шыва кӗрсе ӳкрӗ.

Иван Гора будто невзначай задел рукой Замоткина по торчащим позвонкам, и парень бултыхнулся в воду.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗри пуля ӑна ҫурӑм шӑмминчен пырса лекрӗ те, вӑл вара лаши ҫинчен пӗрсе анчӗ.

Вошла в спинные лопатки ему горячая пуля, и свалился он с коня.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сӳсӗ шӑмминчен уйрӑлтӑр тесе кантӑра, пусана, йӗтӗне шыва хутнӑ, пӗр пек исленччӗр тесе сулӑсене тарӑнрах путарма тӑрӑшнӑ.

Торопились от конопли, поскони и льна получить волокно, замачивали их, стараясь утопить как можно глубже.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пӗр стени пӗтӗмпех тӗкӗртен, тепӗр стенине ылтӑнпа сӑрнӑ, виҫҫӗмӗшӗ пӗтӗмпех кӗмӗл, тӑваттӑмӗш стени слонпа мамонт шӑмминчен чечеклесе тунӑ, вӑл ӗнчӗ пек йӑлтӑртатса тӑрать.

И была одна стена вся зеркальная, а другая стена золоченая, а третья стена вся серебряная, а четвертая стена из кости слоновой и мамонтовой, самоцветными яхонтами вся разубранная.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

— Ударникпе патронсем ӑҫта? — Ҫинҫе Кантӑр Шӑмминчен ыйтрӗ Дасаоцза.

— Где ударник и патроны, — подступила к Тощей Конопле Дасаоцза.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫинҫе Кантӑр Шӑмминчен Дасаоцзапа Лю Гуй-лань тӗпчеме пуҫларӗҫ.

Тогда за Тощую Коноплю принялись вошедшие следом Дасаоцза и Лю Гуй-лань.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑпарту Ҫинҫе Кантӑр Шӑмминчен маузера ӑҫта пытарни ҫинчен калама тархасларӗ.

Придя в усадьбу, Пышка стала уговаривать Тощую Коноплю указать, где спрятан маузер.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пуҫ шӑмминчен темиҫе хут шакканӑ хыҫҫӑн вӑл крокодила ҫӑварне уҫтарать те унӑн тачка та кӑштӑркка чӗлхине пилӗк пӳрнипе хыҫма пуҫлать.

Постучав несколько раз по черепу, сторож раскрывает пасть крокодилу и начинает чесать толстый шершавый язык всей пятерней.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пуля янах шӑмминчен шӑтарса кӗнӗ те пӗтӗм ҫӑвар маччине ҫӗмӗрсе, чӗлхене суранласа, хӑлхаран аяларахран аркатса тухнӑ.

Пуля попала в лицо, задела язык, пробила челюсть и вышла ниже уха.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑхӑт кӑштах иртсен, ҫамрӑк галл хӑй меслетӗнчи япалисене ҫӗр ҫине хурса тухнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл ушкӑнти пӗр ҫынна слон шӑмминчен тунӑ шар тыттарнӑ.

Разложив на земле разные принадлежности своей профессии, молодой галл подошел к одному из толпы и подал ему шарик из слоновой кости.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех