Шырав
Шырав ĕçĕ:
шарккух (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йӗри-тавра мӗн пулнинчен йӑлтах ютшӑнать; усӑсӑр пӗтернӗ е услам илеймен пӗр тенкӗшӗн, шарккух ҫунса кайнӑшӑн, пулӑ лайӑх маршӑн пиччӗшӗ ҫилленет-и, юбкӑсене ҫемҫе крахмалланӑшӑн, чей сивӗннӗшӗн е тутлӑ маршӑн кинӗ тарӑхать-и, самӑр кухарка йывӑр сӑмахсемпе вӑрҫать-и — Агафья Матвеевна, ун ҫинчен калаҫман пекех, ним те асӑрхамасть, хӑйне: — Улпут майри, помещица! — тесе тӑрӑхланине те илтмест.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов килте апатланнӑ чухне кил хуҫи арӑмӗ Аниҫйӑна пулӑшать: шарккух кӑларма вӑхӑт ҫитнине е ҫитменнине, соус ӑшне кӑштах хӗрлӗ эрех е хӑйма ямаллине, е пулӑ мӗнле пӗҫермеллине сӑмахпа каласа е пӳрнепе кӑтартса систерет…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1