Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗске ҫав самантра, шар тепӗр шар патнелле вирхӗннӗ чухне, вӑл тӗрӗс ҫапман пуль терӗ, анчах вун пӗрмӗш шар сулахаялла ыткӑнчӗ те шӑтӑка чӑмрӗ: ҫапмалли шар бортсенчен икӗ хут перӗнсе «ҫиччӗ» шар патне кусса ҫитрӗ, — хайхискер кӗске борт ҫумӗнчех выртать, — унран перӗнчӗ те чарӑнчӗ — халӗ ҫиччӗмӗш шар каллех борт ҫумӗнчех, анчах шӑтӑк тӗлӗнчех, ҫапмалли шар вара — фут ҫурӑ аяккарах.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Детрей питӗ хытӑ ҫапнӑран шарсем икӗ хут пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ те уйрӑлчӗҫ, кӑлтӑрмачла ҫаврӑнаҫҫӗ, акӑ ҫапмалли шар айккинелле кусса кайрӗ, «ҫиччӗ» вара, шӑтӑк енне кӑлтӑртатса куҫса, ун хӗрринчех чарӑнчӗ, ҫавна пула шар, вӑйсӑррӑн пулин те, ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑчӗ те вӗттӗн силленет, унтан сеткӑна ӳкрӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вун пӗрмӗш шар сулахай кӗтесри шӑтӑк патӗнче кӗтесре чарӑнчӗ, ҫапакан шар вара сылтӑм борт ҫумӗнчех, инҫетре тата мелсӗррӗн вырнаҫрӗ; вун пӗрмӗш шара ҫапса шӑтӑка кӗртесси — йывӑр задача, ҫапаканни вара — Детрей.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Энниок самантлӑх куҫне хӗсрӗ, уҫрӗ, тарӑннӑн сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шара аялтан мӗн пур вӑйпа тӗкрӗ; шар ҫиҫкӗнчӗ те инҫетрине чанклатса перӗнчӗ; хайхискер пӗкӗ пек айккинелле ыткӑнчӗ; малтанхи вара бумеранг евӗр каялла хӑвӑрттӑн кустарчӗ, лӑпкӑн сывланӑн, ҫӑмӑллӑн, майӗпен кусса тепӗр шара пырса лекрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫӗре пӗчӗк шар (чӑмӑр) пек туса кӑтартаҫҫӗ, ҫав шара глобус теҫҫӗ.Землю изображают в виде небольшого шара, который называют глобусом.
Глобус // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Юлашки шар ту хушшине ӳкнӗччӗ, вӑл саперсен батальонӗнчи пӗр офицера вӗлерчӗ: шара американецсем минӑланӑ пулнӑ, — пӗлтерчӗ вӑл юлашкинчен.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Синкер — инкек, сарӑмсӑрлӑх, шар; ялан усал тӑвакан, шар кӑтартакан ҫын; сикекен чир; хӑрушӑ япала.
Синкер // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗр пысӑкӑш хытӑ шар ҫакӑн пек пӑнчӑ ҫине ӳксен, унта вӑл вута пӑрахнӑ пробка шарӗ евӗр тӗппипех пӗтет.
Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унтан та ытларах, Павло кӑшкӑрса чупса кайсан, вӑл лайӑххӑнах ҫакна курса илчӗ: тутӑхса кайнӑ решетке ҫинчен сывлӑшра шурӑ алшӑлли вӗлкӗшсе тӑнӑ, ӑна пӗтӗм хуларан курма пулать, — тен, вӑл мӗне пӗлтернине пӗтӗм хула ӑнланчӗ пулӗ: шар — алшӑлли — унтан каллех шарсем, тата урам тӑрӑх пӗр ҫамрӑк ҫын пӗтӗм вӑйран чупни; тата пӗр хитре хӗрарӑм, шӗлепке хӗррине ҫӳлелле тавӑрса тӑхӑннӑскер, чечексене хаҫатпа чӗркесе йӑтнӑ.
XXXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Акӑ шар, акӑ шарсем!..
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мӗншӗн тесен, пурте хускалаҫҫӗ вӗсем, пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ, чавсаланса лараҫҫӗ, «каснӑ» пирамида пирки мар (ан тив, пӗр шар, хуть вунӑ шар ҫырӑнтӑр ун ӑшне), унран чылай интереслӗ япаласем ҫинчен итлеме пурте хатӗр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эпӗ шурӑ материалтан (диаметрӗ 20 метртан кая мар) сывлӑш шарӗ тума заказ патӑм, ҫав шар ҫумнех тата пурҫӑнтан парашют та тума хушрӑм.Я заказал из белой бязи воздушный шар (метров на двадцать в диаметре) и к нему шёлковый парашют.
Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Павлушев пӗрремӗш атакӑрах виҫӗ шар персе антарнӑ пулсан, Чкалов тӑватӑ атака туса та пӗр шар кӑна персе антарнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Агаев куҫӗ умӗнче каллех прожектор ҫутатнӑ шурӑ шарсем, пӑрса уҫакан люксем… юлашки пушӑ шар мӗлтлетсе иртрӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Матроссем йӗпе тумтирсемпех сӑнчӑрсемпе шар хӑлӑпӗсенчен ҫыхса лартрӗҫ те шара ҫӳле туртса хӑпартрӗҫ.Матросы в мокрых робах закрепили цепи на поручнях шара и подняли его вверх.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Часовой каллех: «Тупӑ!» — тесе кӑшкӑрса ярать — эсир вара каллех хайхи сассах, хайхи кӗрслетӗвех илтетӗр, унчченхи пекех пылчӑк сирпӗннине куратӑр — «Маркела!» тесе кӑшкӑрсан вара, эсир бомба шӑхӑркаланине илтетӗр, сасси унӑн темӗнле, пӗр тикӗс янӑракан сасӑ, кӑмӑла килекен сасӑ, эсир вара, хӑрушӑ япала ҫинчен шухӑшлаканскер, хӑвӑр шухӑшӑра ҫак сасӑпа ниепле те пӗтӗҫтерейместӗр, эсир ку сасӑ хӑвӑр патӑра ҫывхарса пынӑҫем хӑвӑртлансах пынине илтетӗр, унтан вара хура шар кӗрлесе килнине, вӑл шар ҫӗр ҫумне пырса ҫапӑннине, бомба ӳксе ҫурӑлнӑ сасса илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫук, хӑрушӑ шар урӑх ҫӗрелле кайрӗ, Ганс патнелле ҫывхарать, вӑл ун ҫине шӑтарас пек тинкерсе пӑхса тӑрать, унтан пичче патнелле шурӗ, унтан пӑрӑнса кайма тӑрӑшса пичче чӗркуҫленсе тӑчӗ: унтан ҫав ҫутӑ шар ман патӑма ҫитрӗ, эпӗ вилнӗ пекех пулса кайрӑм, унӑн ҫуттине вӗрирен чӗтӗресе тӑратӑп; вӑл манӑн ура ҫумӗнчех ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, эпӗ хамӑн урама туртса илесшӗн, анчах ӑна ниепле те сиктерейместӗп.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл, эпӗ халӗ ҫеҫ асӑннӑ металсем нумайрах илсе, пирӗн ҫӗр евӗрлӗ пӗр шар турӗ; ун ҫине сывлӑм пек шыв пӗрхӗнтерсе сапсан шыв ҫийӗ хӑмпӑланать, йӳҫет, унта пӗчӗкҫӗ тусем пулса тӑраҫҫӗ: тӑвӗ тӑрринче кратер уҫӑлать те вӗри пӑс сирпӗнсе тухать; шар ҫав тери вӗриленсе кайнипе ӑна алӑпа тытма та ҫук.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Шар та шар ҫурӑлать хурӑн каски.
Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.
Агамалов кийӗ шар ҫийӗпе «типпӗн» ҫатлатса шуҫса иртрӗ, анчах шар вырӑнтан та тапранмарӗ.Кий Агамалова с сухим треском скользнул по шару, но шар не сдвинулся с места.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.