Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шапӑлтатать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ҫакнашкал япаласене нихӑҫан та курман, — шапӑлтатать вӑл.

— Я никогда не видела таких вещей, — говорила она.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мана пулӑшма ыйтать вӑл, сана калама хушрӗ, — Виктора хӑйӗн папкине, тетрачӗсене парса, ҫапла шапӑлтатать Мила, хӑй ҫав вӑхӑтра ҫӳҫне, паян урӑхла (кӑпӑшрах вырттарарах) тирпейленӗскерне, шпилькисемпе хӗстерет.

Она просила — ты непременно позанимаешься со мной, Милочка болтает так, отдав Виктору папку с тетрадками, подкалывая рассыпавшиеся волосы, сегодня уложенные по-новому, не так высоко и не так жестко.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мухтать, хурлать, тава кӗрсе шапӑлтатать.

Хвалят, хают, спорят, ссорятся…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун вырӑнне Владислав вара яланхи апломбӗпех шапӑлтатать.

Зато Владислав разглагольствовал с обычным апломбом:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Гинка инке, Юрданӑн качча кайнӑ хӗрӗ, начар теме те ҫук-ха хӑйне, ытла шапӑлти, ӑсран яракан хӗрарӑм, хӑйӗн йӑваш упӑшкине кирлӗ чух хӗнеме те пултараканскер, пуҫтарӑннӑ хӑнасене шӳтле-пӳтле сӑмахпа йӑпатса, ывӑна пӗлмен чӗлхине енчен енне вылятса тек шапӑлтатать.

Тетка Гинка, замужняя дочь Юрдана, все еще недурная собой, болтливая, взбалмошная бабенка, колотившая, когда считала нужным, своего смиренного мужа, забавляла гостей шутками и остротами, непрерывно сыпавшимися с ее неутомимого языка.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех