Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалуллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Индин ытти облаҫӗсенчен куҫса килнисен хушшинче ытларах раджастхансем (тӗпрен илсен, Сиккиме 1975 ҫул хыҫҫӑн куҫса килнӗ, ытларах Мирвари облаҫӗнчен), пысӑк шалуллӑ должноҫсенче ӗҫлекен бихарсем, тата бенгалисем пурӑнаҫҫӗ, раджастхансем Кӑнтӑр Сиккимри тата Гангтокри суту-илӳ предприятийӗсене тытса тӑраҫҫӗ.

Среди мигрантов из других областей Индии, в основном, переселившихся в Сикким после 1975 года, преобладают раджастханцы (в основном из области Мирвари), которым принадлежит большинство торговых предприятий в Южном Сиккиме и Гангтоке, бихарцы, работающие на высокооплачиваемых должностях, и бенгальцы.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Куҫа йӑмӑхтармалла ҫиҫекен чечеке менелник ҫыннине тыттарса ӑна чуп-турӗ, юрӑри пек тӑсса: — Хваттерлӗ, пысӑк шалуллӑ ырӑ упӑшка тӗлне пулма сунатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Арӑм хӑйне йӗркеллӗ тытмасан, ҫапла ҫынна култарса ҫӳресен, кам пысӑкрах шалуллӑ ӗҫе куҫартӑр мана?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ман арӑм вӑл шиккарнӑ пурӑнать-ха, вӑт эпӗ ун валли лайӑх ӗҫ ниҫта тупаймастӑп, совхоз директорӗн арӑмне, ман шутпа, пысӑк шалуллӑ должность кирлӗ, халь вӑл йӑла ҫуртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн ача-пӑча валли труссисем ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

15279 тенкӗпе танлашакан шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ нумай.

Много предложений с заработной платой, равной 15279 рублям в месяц.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ: 260 педагог ҫитмест // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32792.html

Пысӑк шалуллӑ ӗҫ сӗнсен тӳрех килӗшмелле.

Предложение занять высокооплачиваемую должность нужно принимать сразу.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пысӑк шалуллӑ ӗҫ сӗнсен тӳрех килӗшӗр, унсӑрӑн урӑх шанчӑк пулмӗ.

Предложение занять высокооплачиваемую должность нужно принимать сразу. Иначе можно упустить свой шанс.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа та ӑна тума, чи малтанах, экономикӑн чӑн секторӗнчи мӗн пур отрасльтех пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле.

И чтобы его достичь, в первую очередь необходимо создание высокопроизводительных, хорошо оплачиваемых рабочих мест во всех отраслях реального сектора экономики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ҫирӗп йӗркепе тӳлекен, пысӑк шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулманни ӗҫлеме пултаракан халӑх ял ҫӗрӗнчен урӑх вырӑна куҫнин тӗп сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫамрӑксем хулана йышлӑн туха-туха кайни ялта пысӑк шалуллӑ тата тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.

То, что молодежь повально уходит связано с тем, что в деревне нет достойных рабочих мест с большой зарплатой.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех