Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арҫынӗ ҫинчи драпран ҫӗленӗ кӗске пальти те, шалаварӗ те шупкарах хура; уринче — кӑвак ҫӑмран йӑваланӑ чусӑнкки; пуҫӗ ҫине ондатра тирӗнчен ҫӗленӗ мулаххай пусаркаласа лартнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Лаша» куҫӗсем хурлӑхлӑн мӑчлататчӗҫ, вара пысӑк янахлӑ нӗрсӗр пичӗ ӳсӗр куҫҫулӗсемпе йӗпенетчӗ, вӗсене вӑл питҫӑмартисем ҫинчен ывҫӑ тупанӗпе шӑлса антаратчӗ те, аллине чӗркуҫҫисем ҫине шӑлса типӗтетчӗ, — унӑн шалаварӗ ҫинче яланах ҫуллӑ пӑнчӑсем нумайччӗ вара.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл корвет ҫине ларнӑ чухне ун ҫийӗнчи плат арки сирӗлсе кайрӗ те шалпар шалаварӗ, атти, качака тирӗнчен ҫӑмне шалалла туса ҫӗлетнӗ, тулаш енне пурҫӑнпа тӗрленӗ куртки курӑнчӗ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Никита Никитич хӳшӗ умӗнче бинокльпе пӑхса тӑнӑ, ҫара урисене вӑл пушмак тӑхӑннӑ, тем пекех шалпар пустав шалаварӗ хушшине кивӗрех бешметне хӗстернӗ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шухӑшласа кӑларма ӑста вӗсем — темӗн те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ: бешметсем, кинжалсем, черкескӑсем, башлыксем, шалаварӗ вара ахаль кӑна мар, лампаслӑ, хӗрарӑмсем те шалавар тӑхӑнаҫҫӗ, ут утланса сиккипе ҫӳреҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, спектакль пек…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Озеров нумайччен хӗн курса ҫӳрени нихӑш енчен те паллӑ мар: гимнастёркипе шалаварӗ яп-яка, аттисем таса, ҫап-ҫутӑ, хӑй те вӑл — яка хырӑннӑ, ҫитменнине тата унтан одеколон шӑрши кӗрет.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шалаварӗ ҫумне кирпӗч тусанӗ ҫыпҫӑнса тулнӑ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сасартӑк Петя, ун урисем ҫине, тавӑрса хунӑ шалаварӗ ҫине пӑхса илчӗ те, тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.Вдруг мальчик нечаянно посмотрел на эти ноги в задравшихся штанах и остолбенел.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫийӗнче ун — ҫар гимнастёрки, кавалери шалаварӗ, казак хӗҫҫи.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗри — хура та вӑрӑмми, пысӑк куҫли, спорт шалаварӗ тӑхӑннӑ, — ӗнерхи «американец», эпӗ ӑна часах палласа илтӗм.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗтӗмӗшпе илсен, унӑн сӑн-сӑпачӗ, тумтирӗ пур енчен те ҫыпӑҫуллӑ, чӑн-чӑн артиллеристсен пек тирпейлӗ пулнӑ пулсан та, вӑл авалхи пекрех, «леш вӑрҫӑран» юлнӑ пекрех курӑннӑ: хӑй килӗнченех илсе килнӗ хура пустав шалаварӗ те, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ шӑвӑҫ хупӑллӑ чӗлӗмӗ те, ытти те.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1