Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалаварпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын ача ҫийӗнче сӑрӑ шалаварпа сӑрӑ сукна кӗпе, кӗпи ҫинче пысӑк ҫутӑ йӗс пӗрешкеллӗ чӗн пиҫиххи.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Бульварта ҫӳрекен штабс-капитан Михайлова тӗл пулсан, хӑйсен полкӗнчи Обжогов капитанпа Сусликов прапорщиксӗр пуҫне, никамах та ытлашши хӗпӗртесе ӳкмерӗ, ҫавсем ҫеҫ ун аллине хӗрӳллӗн тыта-тыта чӑмӑртарӗҫ, анчах та Обжоговӗ хӑй ҫине тӗве тирӗнчен ҫӗлетнӗ шалаварпа кивелсе кайнӑ шинель тӑхӑнса янӑ, перчеткесӗрех вӑл, сан-пичӗ ун, тарланипе, ҫав тери хӗрелсе кайнӑ.

Никто особенно рад не был, встретив на бульваре штабс-капитана Михайлова, исключая, может быть, его полка капитанов Обжогова и Сусликова, которые с горячностью пожали ему руку, но первый был в верблюжьих штанах, без перчаток, в обтрепанной шинели и с таким красным, вспотевшим лицом.

3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӗсем ҫӗр ӗҫлесе пурӑннӑ, шурӑ е сарӑ кӗпе тӑхӑннӑ, кӑвак е хӗрлӗ пиҫиххи ҫыхнӑ, шалпар шалаварпа тата така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкпе ҫӳренӗ.

Пахали землю, ходили в белых и серых свитах, с синими или красными поясами, штаны носили широкие, шапки бараньи.

I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Мӑшӑрлану керменне эпир санпа джинсы шалаварпа та юпкӑпа каятпӑр-им?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эсӗ пирӗн пата хӑтана пытӑн — хӗрлӗ кӗпепе, пустав шалаварпа, уруна чоботсем тӑхӑннӑ, ман анне сана пӳрте те кӗртмерӗ…

Ты пришел к нашим свататься — в такой красной рубашке, в суконных шароварах и в чоботах, а моя мать тебя и в хату не пустила…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳрессе те вӑл шалпар пӗҫӗллӗ шалаварпа тата сарӑ хром атӑпа вӗҫкӗнленсе ҫӳренӗ.

Он щеголял в широченных шароварах и хромовых желтых сапожках.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Аллинче кӑвак пурҫӑнтан ҫӗленӗ тапак хутаҫҫи тытса, кӑмака ҫинчен Серьга Хахай анчӗ, хӑй вӑл лутӑрканса пӗтнӗ шалаварпа, аялти кӗпи хуп-хурах.

Держа в руках синий шелковый кисет, с печи спустился Серьга Хахай, в помятых брюках, в грязной нижней рубахе.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич шалаварпа кӗпене пуҫтарса илчӗ те, алӑка шалт хупса хӑварса, кухньӑна тухрӗ.

Забрав шаровары и рубаху, Ерофей Кузьмич ушел на кухню, хлопнув дверью.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич тӑчӗ те Костьӑна арча ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ, — унта чӗркуҫҫийӗсене сапланӑ кивӗ шалаварпа тӗсӗ кайса пӗтнӗ кӑвак кӗпе, обмотка тата салтак ботинки те пур-мӗн.

Ерофей Кузьмич поднялся и, обращаясь к Косте, указал на сундук, где лежали залатанные на коленях шаровары, синяя вылинявшая рубаха и старенькие ботинки.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Н-ра манӑн туссем те пулчӗҫ — мӑрантарах та чӗмсӗр штурман, чӗлӗм туртаканскер, шалпар шалаварпа хӑй, пайтах пӗлекен ӑслӑ ҫын.

У меня были уже и друзья на Н. — неподвижный, молчаливый штурман, с трубкой, в широких штанах, оказался умным, начитанным человеком.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех