Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавне (тĕпĕ: шав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уявсенчи хӑватлӑ парадсен кӗрлевӗ вӗсене революци шавне аса илтерет пуль.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тоня! — кӑшкӑрчӗ Лена трактор шавне хуплас пек хӑйӗн аякка саланакан сассинчен шикленерех.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Унтан, ҫӑматӑ тӑхӑнса, пӳртрен тухрӗ те вӑрман шавне итлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ял ҫыннисем савӑнса итлеҫҫӗ ун шавне.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Итле-ха йӑмрасен шавне.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗншӗн тесен этем капмар ҫуртсен вӗҫӗ-хӗрсӗр кварталӗсене ҫеҫ курасшӑн мар, машинӑсен сассипе заводсен шавне ҫеҫ илтесшӗн мар, вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ытти чӗрчунсем те пуррине, вӗсемпе пӗрле е юнашар пурӑнса, хӑй ҫутҫанталӑк хуҫи ҫеҫ мар, унӑн пӗр пайӗ пулнине те сиссе-туйса тӑрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вара динамиксем, ҫил шавне ҫӗнтерсе, ун сассине малалла сапаларӗҫ тавраналла:

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗремӗк ҫийӗр тетӗп! — кӑшкӑрчӗ хӑй ҫил шавне хупласа.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пирӗн ял ҫумӗнчи ҫырмара йӑмрасем йышлӑ, вӗсен шавне те итлес килет.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ку сӑмахсем хыҫӗнчен Ашшӗпеле Актупай Халӑх шавӗ хушшинче Пӑшӑлтатрӗҫӗ самай, Кайран вара утаман Халӑх шавне шӑплатса Хучӗ ҫапла каласа:

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пыратчӗ-ха вӑл ҫын тапсах тӑракан Хӗрлӗ площадӗн сылтӑм, лавккасем, тӗрлӗ учрежденисем вырнаҫнӑ енӗпе ун-кун куҫ ывӑткаласа, хула иленкипе киленсе, чун кӗлемелле ӗҫ шавне тӑнласа, сасартӑк хӑй патнелле таппа-хирӗҫех палланӑ ҫамрӑк ӑшталанса ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Фабрикӑрах!..», «Отпуск хыҫҫӑн», «Кӗрхи Атӑл», «Фабрика юррисем» — ҫак сӑвӑ ячӗсем хӑйсемех хула ӗҫ шавне куҫ умне кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Акчуров, мотоцикл шавне хупласа, кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах вӗсен шавне халӑх шӑплӑхӗ путарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман хӗсӗк ҫулӗпе, Ӑш ҫуннине пусарса, Вӑрман шавне хуплас пек, Пырать Сетнер юрласа: «Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман, Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Джис чӗри сассине, хӑлхи шавне, хӑй сывланине илтет.

Джис слушал звук своего сердца, шум в ушах, дыхание.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Купӑс шавне пула йытӑ вӗрнине, Телегинсӑр пуҫне, илтмерӗҫ те пулас вӗсем е илтсен те, Сидора шанса, пит тимлемерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пулать, Петр Никифорович, пулать Йӗпреҫре промышленность хули! — терӗ Крапивин, пуйӑс шавне ҫӗнтерес тенипе хӑлхаран кӑшкӑрса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэй хӑйӗн янӑравлӑ чунӗнче нимӗнле иккӗленӳ пуррине те — канӑҫсӑрлӑхӑн вӑрттӑн сӗмне те, вак шухӑшсен шавне те туймасть; сӑмахпа каласа уҫӑмлӑн хак пама май ҫук шухӑшсемпе тулнӑскер — илӗртӳллӗ тӗллевӗ патне вӑл парӑс пек лӑпкӑн ӑнтӑлать.

Не было никаких сомнений в звонкой душе Грэя — ни глухих ударов тревоги, ни шума мелких забот; спокойно, как парус, рвался он к восхитительной цели; полный тех мыслей, которые опережают слова.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫав инҫетрен унӑн куҫӗсем, вӗҫев тасалӑхӗпе мӑнаҫланнӑскерсем, ҫырана ҫапӑнакан хумӑн ҫӑмӑл шавне куҫса каялла таврӑнчӗҫ.

От горизонта легким шумом береговой волны возвращалась она обратно, гордая чистотой полета.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех