Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавласа (тĕпĕ: шавла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем те шурӑ минтер ҫинчи юна курнӑ, урам тӑрӑх шавласа иртекен халӑх сассине илтнӗ, пуля шӑтарса кӗнӗ чӳречене асӑрханӑ, чӗрене ҫурса ярасла кӑшкӑрса йӗрсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана, урама чупса тухсанах, пӳрт умӗнчи йывӑҫсен сулхӑнӗпе хаваслӑ хӗрсен ушкӑнӗ шавласа пынине курчӗ, вӗсене палласа илчӗ: пӗр бригадӑри хӗрсем иккен…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Зал шавласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Залра ларакансем кӑмӑллӑн шавласа илчӗҫ те каллех шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пионерсем, икӗ юлташа шыраса Венюксем патне кайнӑ чух, чукун ҫул хӗрринче ҫынсем шавласа тӑнине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӑшт та вӑхӑт иртмерӗ, кунта вӑрманти фермӑран ачасем шавласа килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ачасем юрласа, шавласа ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пахчари ачасем темшӗн шавласа юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ыр сӑмахушӑн тавах, Эрхип, — ӑшшӑн пӑхрӗ Ҫимун председатель куҫӗнчен, тата тем каласшӑнччӗ пулӗ вӑл, анчах ҫав вӑхӑтра пӳлӗме шавласа Раюк Ҫтаппанӗ килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Эпир Уканьпе шавласа ларнӑ вӑхӑтра пулнӑ вӑл ҫенӗкре. Темле сасӑ пулчӗ-ҫке, тухса пӑхас тенӗ ҫӗрте чарӑнса тӑтӑм. Кушак ҫӳрет пуль-ха тесе шутларӑм ҫавӑн чух», — темле ырӑ туйӑмпа аса илчӗ Сантӑркка Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шавласа саланчӗҫ пухуран ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ташкискен сӑрчӗ пысӑках мар, ҫапах ун айӗнче, ҫырма пек шавласа, темиҫе тӗлтен ҫӑл юхса выртать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав ҫыран айӗнче чарусӑррӑн шавласа, кӑпӑкланса шарлак сивӗ ҫӑл шывӗ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ҫак сӑмаха ҫеҫ кӗтнӗн шавласа кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа шавласа утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Эпир хӑвӑрттӑн унтан-кунтан патаксем, шӑтӑрнаксем тупса ют ял клубне шавласа кӗрсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫуртӑн аякри кӗтесӗнчен алса тӑхӑннӑ ҫынсем аллисемпе хӑлаҫланкаласа, хыттӑн шавласа та калаҫса, тӗрлӗ еннелле саланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑратса ҫыпӑҫтармалли тимӗр ҫумне электрод тӗксен ҫапла шавласа чӗтреме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ир пуҫланнӑ ҫуркунне хӑвӑрт шавласа иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакна илтсен, пуху шавласа кайрӗ: кам ухмахӗ тапӑнать вара ҫаплах ҫавӑн пек ҫынсене?..

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех