Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавланине (тĕпĕ: шавла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хумсем лӑпкӑн калаҫнине те, вӗсем урса кайсах шавланине те илтнӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Антон Николаевич, рабочисем мӗн ыйтса шавланине тимлӗн итлесе тӑраканскер, Тарина тепӗр хут пӳрнипе юнарӗ те пурте илтмелле хыттӑн ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӑнаҫлӑ Атӑл шавланине ҫ-ӳ-ӳ-ллӗ вырӑнтан итлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Шавланине илтсе, коридорти, ытти пӳлӗмсенчи ҫынсем пурте кунта кӗпӗрленсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ирхине Савантер урамра ытла хытӑ шавланине илтсе вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк мал енче ҫунатсемпе шапӑлтатнине, шавланине, какӑлтатнине илтех кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирек мӗнле пулсан та, вӗренекенӗн ответне, ачасем ахӑлтатса кулнине, шавланине, пӑшӑлтатса калаҫнине, тарӑхса шӳтленине «ревизор» шӑпах унӑн урокӗнче илтрӗ.

Что ни говори, а ответ ученика, смех, шум, перешептывание, злые шутки — все это происходило на его уроке.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах, аялти хутра ҫамрӑксем шавланине илтсен, директор хуллентерех утма пуҫларӗ.

Однако хор голосов, доносившихся до пего снизу, заставил директора замедлить шаги.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем шавланине илтсе, юнашар пӳлӗмри ҫамрӑксем вӑранчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шавланине илтсе, Кӗҫтук та вӑранчӗ те тӳрех ашшӗ мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах халӑх шавланине пула, пуху варрине тухса вӗҫлекен сӑмах калас кӑмӑлли никам та тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пасар шавланине илтмест.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те ҫынсем шавланине илтсе, сысна витинче шӑп пулчӗ, йытӑ та лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӑх шавланине, пӑлхавҫӑсем тем те пӗр каласа кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр турхан воеводӑна хулран тытсах айккинелле, хӑйӗн лашисем патнелле илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Петр Семенович, ху кайса пӗл-ха вӗсем мӗншӗн шавланине, — терӗ Микулинскнй хӑйӗнпе юнашар тӑракан Серебряный княҫа.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыран хӗрринче шавланине илтсе утрав ҫинчен стрелецсен тепӗр ушкӑнӗ анчӗ, ӑстасен ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хыҫалта ҫынсем шавланине илтсе Янтул каҫхи вӑрманалла чупать.

Заслышав сзади себя голоса, Яндул скрылся в ночном лесу.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй хуҫине пурмис пӗлтерчӗ Пуху мӗнле шавланине, Ял-йыш мӗн-мӗн калаҫнине.

Куҫарса пулӑш

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех