Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳлмеке (тĕпĕ: чӳлмек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку та ачине сутнӑ пуль-ха манӑн карчӑка, — пӑшӑлтатрӗ Хумкка, паҫӑр пытарнӑ чӳлмеке туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такам-ха вӑл, — сӗтел ҫинчи чӳлмеке Хумкка сак айне пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпи айӗнче пӑрҫа ҫыртнӑ пек, шартах сикрӗ Сантӑркка, ҫӗҫҫине чӳлмеке хурса, ури ҫине тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра Хура Ҫимун чӳлмеке хупланӑ ҫатмана уҫрӗ те, чӳлмекне питӗ асӑрханса сӗтел ҫинелле тайӑлтарчӗ: пӗр купа ылтӑн укҫа йӑлтӑртатса юхса тухрӗ чӳлмекрен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урайӗнчи чӳлмеке сӗтел ҫине илсе лартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтан иккӗленерех тӑнӑ Ҫимун, чӳлмеке курсан, сасӑпах кулса ячӗ, сӑн-пичӗ савӑнӑҫпа ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳлмеке тултарса, ҫатмапа витет те чул лаҫҫи кӗтессине чавса пытарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Чӳлмеке тупрӑн-им?» — тесе ыйтатӑп аҫунтан.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче куратӑп: аҫу ҫав чӳлмеке картара темле хӑйӑрпа сапласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чул ҫинчи чӳлмеке шыв хушса ятӑн-и?

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан пысӑк чӳлмеке лартнӑ роза чечекӗ патне кайса ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Тимуш чӳлмеке сентре ҫине кайса лартрӗ те, каялла таврӑннӑ май: — Мӗнле ӗҫ хушасшӑн-ши мана председатель заместителӗ? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Э? — кӑмакари чугун чӳлмеке яма витререн шыв ӑсрӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сурхури вӑхӑтӗнче пухӑнсан, Таш ташлама пӑрахсан, Тытӑнаҫҫӗ ҫӗр яма, Такмакласа юрлама: Пулас пурнӑҫ хисепне Ҫӗррисене чӳлмеке Пӑрахаҫҫӗ шыв ӑшне, Пӑтратаҫҫӗ йӗкепе.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан пире пы-ысӑк тӑм чӳлмеке хутӑмӑр та, сӗлтӗ шывӗ тултарса, кӑмакана лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Микуль, мана вун пилӗк утӑма мар, ҫирӗм утӑма тӑрат, — терӗ вӑл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуҫинчен ыйтмасӑрах, Вовӑна чӳлмеке кутӑн тӑратрӗ, аллине туя тыттарчӗ, ҫирӗм утӑм тусан, ӑна виҫ-тӑватӑ хут хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вӑйӑ нумайӑшӗн кӑмӑлне кайрӗ, пӗрисем пачах айккинелле утса кайнине курсан, халӑх лахлатсах кулчӗ, кукша Антун пӗр йӑнӑшмасӑр чӳлмеке аллинчи патакӗпе чӑл та пар! салатса пӑрахсан — чӗререн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫӗсене тутӑрпа хупласа ҫыхнӑ ҫынсем хӑйсенчен вун пилӗк утӑма лартнӑ чӳлмеке туяпа персе ҫӗмӗрме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӗҫ! — тесе Янтул чӳлмеке старик умне лартрӗ.

— Пей! — Яндул поставил крынку на пол рядом со стариком.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чим, пиҫсе кайӑн! — текелесе, амӑшӗ чӳлмеке аяккарах сиктерсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех