Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайранпа сăмах пирĕн базăра пур.
чылайранпа (тĕпĕ: чылайранпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Бардин Алексей Семенович инженерпа чылайранпа законлӑ йӗркепе пурӑннӑ, анчах вӑл икӗ ҫул каярах манран тухса тарчӗ те пӗр ҫыру та, пӗр пус укҫа та ямасӑр пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Алексее чылайранпа паллатӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Михаил Ноздряков ыйту ҫивӗчлӗхӗ чылайранпа капланса пыни ҫинчен каланӑ май парӑмсен темине «кисретсе илмеллине» палӑртрӗ — вӗсен виҫине, хӑҫантанпа капланнине тӗплӗн тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Округ центрӗнче тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйту та чылайранпа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

— Тӗп библиотекӑна чылайранпа ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Чылайранпа ҫыру ҫыраймарӑм, мӗншӗн иккенне ҫырура ҫыраймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чылайранпа кунти пурнӑҫа аван пӗлекенскер тата кирек мӗнле вӑхӑтра та аптраманскер, килнисене малтанласа яшка-апат пӗҫерме витрепе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Праски инке чылайранпа ӗҫлет ӗнтӗ ку ӗҫре.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

— Эп ӗнтӗ Ольга Мироновӑна чылайранпа шыратӑп, — тет Завьялов.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мана курчӗ те хӗпӗртесех кайрӗ: чылайранпа палланӑ ҫын…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Якур ҫерем тӑрӑх капла ҫаруран чылайранпа ҫӳременччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урайне чылайранпа ҫуман пулас.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑнти хӗрсем колхозшӑн, тӑван фермӑшӑн ҫунса пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашни, пӗр-пӗрин кӑлтӑк-сӑкӑлтӑкне туртса кӑларни халиччен чылайранпа курман, туйман савӑнӑҫпа савӑнтарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чылайранпа таврара уяр кунсем «хуҫаланни» те ӗҫ ҫи хӑвӑртлӑхне ӳстерме нумай пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Кӑҫалхи пек йӗпенсе-шӳсе тырӑ вырнине чылайранпа астумастӑп.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Вырӑнне Думитру йӑтса илчӗ те алӑк патӗнче кӑшт кӗтессерех ларакан каланкка хыҫне кайса хучӗ, унтан кресло ҫинчи гитарӑна диван тӗлӗнчи пӑтана ҫакма тӑчӗ, анчах ҫакмарӗ, ӑна ӑнсӑртран алла лекнӗ е чылайранпа тытса курман япалана пӑхнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗ те пӑнтӑрр! сӗртӗнчӗ хӗлӗхӗсене пӳрни вӗҫӗпе, вара диван ҫине ларчӗ, мана та ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чылайранпа арӑмсӑр пурӑннӑ май тӗрлӗрен юр-вар хатӗрлеме те хӑнӑхнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мосальские Григорий чылайранпа паллать: Мосальский карточкисем Аня патӗнче пур, унсӑр пуҫне виҫӗмҫул Григорий ӑна Енисей хӗрринче курнӑ, унӑн концертне итленӗ…

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Питӗ тунсӑхлаттарса ҫитернӗ ӑна чылайранпа курман тӑван ялӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех