Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнехине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ленинградри пурнӑҫа та аса ил, уйрӑмах — ху студент чухнехине

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана мар куратӑн вӗт эсӗ халь, вунҫиччӗре чухнехине куратӑн…

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Софронов хӑй каччӑ чухнехине аса илчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл хӑй пӗчӗк чухнехине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сулагаев, чӑн та, хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унсӑр пуҫне автор Сухати пуххи Иккассине куҫнӑ вӑхӑта мар (Ашмарин словарӗнче ҫапла ҫырӑнса юлнӑ), ӗлӗкхи вырӑнта иртнӗ чухнехине сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Паллах шутлатӑп, — тӗссӗрлене пуҫланӑ куҫӗсене хӗссе илчӗ кинемей, — ларар-ха ҫав тунката ҫине, ҫамрӑк чухнехине аса илер, — унтан каллех аллипе тутине хупласа кулса илчӗ, — шан, сире, арҫынсене, куҫран вӗҫерт ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ох, Униҫ, ватӑлатпӑр пулас эпир санпа, ҫамрӑк чухнехине манӑҫа кӑларма пуҫларӑмӑр, асту-ха… хамӑр мӗнле пӗрлешнине?

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсир хӑвӑра вырӑсла вӗреннӗ чухнехине аса илӗр!

Вспомните себя, когда вы учили русский язык!

«Чӑвашла вӗренме пуҫлакансен чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри…» // Хавал. https://t.me/cv_haval/475

Аптранӑ енне ача чухнехине асӑнса шӑхлич тума пикенетӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Эсӗ те хӗр чухнехине аса илсе ӗҫ! — сӗнчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан, упӑшкине парӑннӑн курӑнма тӑрӑшса, куҫ айӗн Микула ҫине ӑмсанса пӑхрӗ те: — Эсир каччӑ чухнехине аса илсе ӗҫрӗр, манӑн мӗне аса илсе ӗҫес-ши? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрпе каччӑ чухнехине аса илмелле марах этемсем мар эпир.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ те хӗр чухнехине аса илме пултаратӑн!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ну, Микула, ку черккене каччӑ чухнехине, улахсенче пӗрле пулнисене аса илсе ӗҫӗпӗр!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене тӗп тунӑшӑн намӑсланнипе мар, труках ҫамрӑк чухнехине аса илнӗрен.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хветут арӑмӗ ҫамрӑк чухнехине аса илчӗ пулмалла, икӗ аллипе те пилӗкӗнчен тытрӗ, купӑс кӗввине итлемесӗрех пӗрре чӗрне вӗҫҫӗн, тепре ура тупанӗ ҫине тӑрса шукалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аякран пире курсанах кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ чӑвашсем: «Эсӗр мӗн, Пугачев чухнехине маннӑ-и? Аса илтерӗпӗр сире!» — теҫҫӗ.

Завидев нас еще издали, крестьяне стали выкрикивать: «Вы что, позабыли про Пугачева? Мы вам о нем напомним!»

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурнӑҫ ҫинчен шӑкӑл-шӑкӑл пуплӗттӗмӗр, пӗчӗккӗ чухнехине аса илӗттӗмӗр.

Поговорить про жизнь, повспоминать наше детство.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан пӗчӗккӗ чухнехине курать пек вӑл.

А вот Яндул увидел себя ребенком.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех