Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗшер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Океан шывне аслӑ пӑр хирӗсем хупласа тӑраҫҫӗ, вӗсен тӑршшӗпе сарлакӑшӗ темӗн чухлӗшер километр пулать.

Океан покрыт огромными ледяными полями, во много километров в длину и ширину.

Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Татайман парӑмсем тепӗр ҫавӑн чухлӗшер пуҫтарӑнса ларнӑ.

и плюс недоимки, составлявшие с годами столько же).

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп каланӑ: «Ку пит пысӑк укҫа, кама-кама парассине эпӗ те пӗлеймӗп; хӑшне нумай парӑп, хӑшне сахал парӑп. Эсӗ мана ку укҫана мӗнле ҫук ҫынсене памаллине тата мӗн чухлӗшер памаллине каласа пар», — тенӗ.

Священник сказал: «Деньги большие, я тоже не знаю, кому дать: может быть, я одному дам много, а другому мало. Скажите, каким бедным и по скольку дать ваших денег?»

1000 ылтӑн укҫа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сӑмахран, тавар сутса тунӑ укҫа ҫак пайсене ҫакӑн чухлӗшер каять тейӗпӗр: ӗҫлекенсене шалу тӳлеме — ҫурри, ытти тӑкаксене саплама — тӑваттӑмӗш пайӗ; тепӗр тӑваттӑмӗш пайӗ — услам.

Положим, выручка разделяется между этими частями так: на жалованье рабочим — половина выручки, на другие расходы — четвертая часть; остальная четверть — прибыль.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — «Ҫапла ҫав, ҫак залри пек аван саслисем сирӗн Европӑра та вуннӑ пулман, анчах ун пеккисем ку залра ҫӗр те пур, ҫаплах тата ытти залсенче те ҫавӑн чухлӗшер: пурӑнасса сывлӑхлӑ та питӗ илемлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа кӑкӑрсем те сывлӑхлӑрах вӗсен, сассисем те лайӑхрах», — тет ҫутӑ сӑнлӑ хӗрарӑм-патша.

— «Да, у вас в целой Европе не было десяти таких голосов, каких ты в одном этом зале найдешь целую сотню, и в каждом другом столько же: образ жизни не тот, очень здоровый и вместе изящный, потому и грудь лучше, и голос лучше», — говорит светлая царица.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, — эпӗ кунсерен мӗн чухлӗшер ӗҫлени ҫинчен калатӑп, — сирӗн цифрӑсем япӑх мар, пӗтӗмпе илсен вара ниме тӑман япала ҫеҫ пулса тухать.

По выработке, я говорю про суточную выработку, у вас неплохие цифры, а в общем получается ерунда.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Утине мӗн чухлӗшер паратӑн?

Сена по скольку даешь?

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех