Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлама (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, Микула, ҫын мӗнлине пӗрре пӑхсах чухлама пулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченӗн чухлама хӑнӑхнӑ куҫӗпе пӗр пӑхсах вӑл анана нумаях та пулмасть, тен, паян ирхине ҫеҫ сухаласа хӑварнине тавҫӑр-чӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир ун пирки чухлама кӑна пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Мӗншӗнне, тен, чухлама та пулать, каччӑпа хӗр пӗр-пӗрне килӗштнеринине тӗрӗссипе пӗтӗм ял пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем пӗр-пӗр уҫӑрах вырӑна юпасем лартнӑ та, ҫав юпасенчен ӳкекен мӗлке тӑршшӗне тата вӑл хӑш енне ӳкнине кура, вӑхӑта чухлама вӗренсе ҫитнӗ.

И стали ставить на площадях особые столбы. По длине тени от столба и ее направлению они определяли время.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн ӑна чухлама майӗ те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эсӗ трактор йӗркеллӗ ӗҫлеменнине сасранах чухлама вӗрен.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Людмила Семенова шӑрантаракан «Ӗ,мӗр сакки сарлака» юрӑри пек, «мӗнле пурӑнмаллине, пурнӑҫ тути-масине хӗрӗх урлӑ каҫсан тин ав пуҫлатпӑр чухлама».

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

— Мӗншӗнне хӑвах чухлама тивӗҫ! — хӑяккӑн ҫаврӑнса тӑчӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑнласах та ҫыннӑн вӑрттӑн ӗмӗтне чухлама пӗлнӗ пулсан, Укаслу Сюльдяшов пирки мӗн шухӑшланӑ пулӗччӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кусем леш ирҫесем тытса килнӗ драгунсем пулнине вӗсен ҫӗтсе-ҫурса пӗтернӗ тумӗсенчен ҫеҫ чухлама пулать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑсӗ пулсан чухлама Салтса ҫыхтӑр хӑй ӑспе: Эпӗ ҫыхрӑм сӑнама Пулас кунсен ячӗпе».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чухлама кирлех пулӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫамрӑк мӗнле хыпаланса, пилӗк таран пулнӑ ыраш пуссипе выртакан сукмак тӑрӑх малалла чӗререн ӑнтӑлса утнине курсан, ку каччӑ тӑван вырӑнсене тунсӑхланине, ачаран чӗрене ҫывӑх та хаклӑ тавралӑха хӑвӑртрах курасшӑн ҫуннине чухлама пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чуста ҫӑрма хӗн иккен: ҫӑнӑх тирӗк тӗпне, айккине ҫыпҫӑнать, мӗн чухлӗ шыв ямаллине те чухлама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Халиччен Лукарье пӗр сӑмахсӑрах мӗн кирлине чухлама тӑрӑшнине аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна хӑвӑрах чухлама тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пурӑннӑ, пӗрре пӑхсах чухлама вӗреннӗ ҫынран ӑшра мӗн пуррине пытарма хӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Самолет» обществин пӑрахучӗсем кун каҫиччен виҫӗ хут шӑп пӗр вӑхӑтра иртсе ҫӳренипе Ҫтаппан ҫеҫ мар, Атӑл хӗрринче пурӑнакан ытти чӑвашсем те вӑхӑт чухлама вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку мӗне пӗлтернине чухлама та Миххана нумай вӑхӑт кирлӗ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех