Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малалла ҫав шеф маршрутне пӗлме йывӑр пулчӗ, пӗр-пӗр уйрӑм фактсем тӑрӑх, чухлакаланӑ тӑрӑх ҫеҫ сӗмленме май килчӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
XVIII ӗмӗрте философи ыйтӑвӗсемпе тата хитре калаҫасси тӗлӗшпе Францире ҫырса кӑларнӑ лайӑх япаласене пурне те вуласа тухнӑ вӑл, француз литературин мӗнпур лайӑх произведенийӗсене тӗплен пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа час-часах Расин, Корнель, Боало, Мольер, Монтень, Фенелон ҫырнисенчен цитатӑсем илсе калама пултарнӑ, ҫакна тума юратнӑ та; вӑл мифологие питӗ лайӑх пӗлнӗ, эпосла поэзин французла куҫарнӑ авалхи палӑкӗсене вӗренни уншӑн усӑллӑ пулнӑ, историпе Сегюр ҫырнисенчен ҫителӗклӗ пӗлӳ илнӗ; анчах математикӑна та (арифметикӑна кӑна кӑштах чухлакаланӑ вӑл); физикӑна та, хальхи литературӑна та пачах пӗлмен: калаҫура вӑл сӑпайлӑн шарламасӑр юлма е Гете, Шиллер тата Байрон ҫинчен темиҫе пӗтӗмӗшле сӑмахсем калама пултарать, анчах хӑй нихҫан та вуламан вӗсене.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ювелир ӗҫне те чухлакаланӑ вӑл.
Кӑмӑл ту, Владимир Ильич // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ку таранччен ун ывӑлӗ вилнине уҫҫӑнах кӑтартса паракан япаласем пулман, чухлакаланӑ кӑна.
LXXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӑрҫасем мӗне пӗлтернине хӑй те аран ҫеҫ чухлакаланӑ пек, Макариха куҫхаршийӗсене кӑшт пӗркелентерсе илет, пӑрҫисем ҫине сиввӗн пӑхкалать.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй ҫинчен апла-капла шухӑшласран шикленсе, прислуга хӗрарӑм тытман, тахҫан денщикра пурӑннӑ, кӑшт-кашт апат пӗҫеркелеме чухлакаланӑ Афанасий ятлӑ повӑра, утмӑл ҫулхи старике, урӑ мар ҫӳрекенскере, ҫурма ӑслӑскере тытса усратчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Анчах калас пулать, вӑл ҫавна чухлакаланӑ ҫеҫ ҫав, лайӑххӑнах пӗлеймен.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1