Шырав
Шырав ĕçĕ:
чурисенӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Унӑн сучӗсем чӑн, тӳрӗ: ытла та аскӑн арӑма — аскӑнлӑхӗпе пӗтӗм ҫӗре пӑснӑ арӑма — Вӑл айӑпа хӑварчӗ, Хӑйӗн чурисенӗн юнне унран шыраса илчӗ, терӗ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тӳпе те, ҫӗр те, тинӗссем те, унта мӗн ҫӳрекенни те — пурте Ӑна мухтаччӑр; 36. Турӑ Сиона ҫӑлӗ, Иуда хулисене ҫӗнӗрен туса лартӗ, унта вырӑнаҫӗҫ, Сион вӗсен еткерӗ пулӗ, 37. Унӑн чурисенӗн ӑрӑвӗ ӑна еткерлӗхе илӗ, унта Унӑн ятне юратакансем вырӑнаҫӗҫ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем: Исав ывӑлӗсем, Асиф ывӑлӗсем, Таваоф ывӑлӗсем, Кирас ывӑлӗсем, Суд ывӑлӗсем, Фалей ывӑлӗсем, Лаван ывӑлӗсем, Аграв ывӑлӗсем, 30. Акуд ывӑлӗсем, Ут ывӑлӗсем, Китав ывӑлӗсем, Аккав ывӑлӗсем, Сивай ывӑлӗсем, Анан ывӑлӗсем, Кафуа ывӑлӗсем, Геддур ывӑлӗсем, 31. Иаир ывӑлӗсем, Десан ывӑлӗсем, Ной ывӑлӗсем, Хасев ывӑлӗсем, Казир ывӑлӗсем, Озия ывӑлӗсем, Финое ывӑлӗсем, Асар ывӑлӗсем, Васфай ывӑлӗсем, Ассан ывӑлӗсем, Маня ывӑлӗсем, Нафиси ывӑлӗсем, Акуф ывӑлӗсем, Ахив ывӑлӗсем, Асув ывӑлӗсем, Фаракем ывӑлӗсем, Васалем ывӑлӗсем, 32. Меедд ывӑлӗсем, Куф ывӑлӗсем, Хареа ывӑлӗсем, Вархуе ывӑлӗсем, Серар ывӑлӗсем, Фомой ывӑлӗсем, Наси ывӑлӗсем, Атеф ывӑлӗсем, 33. Соломон чурисен ывӑлӗсем, Ассапфиоф ывӑлӗсем, Фарир ывӑлӗсем, Иеиль ывӑлӗсем, Лозон ывӑлӗсем, Исдаил ывӑлӗсем, Сафия ывӑлӗсем, 34. Агий ывӑлӗсем, Фахареф ывӑлӗсем, Савия ывӑлӗсем, Сарофи ывӑлӗсем, Мисей ывӑлӗсем, Гас ывӑлӗсем, Аддус ывӑлӗсем, Сув ывӑлӗсем, Афер ывӑлӗсем, Вародис ывӑлӗсем, Сафаг ывӑлӗсем, Аллон ывӑлӗсем: 35. Турӑ Ҫуртӗнчи ӗҫе туса тӑракансемпе Соломон чурисенӗн ывӑлӗсем пурӗ пӗрле — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1