Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чури (тĕпĕ: чура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм арҫын чури ҫеҫ пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӑплан, Турӑ чури.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑнланчӗҫ ахӑр — ял чури ӗнесӗр юлса вилсе кайсан кам ӗҫлӗ вара вӗсемшӗн?

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял тӗнчин чури вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Ман нихҫан та официаллӑ шухӑш чури пулас килмест.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак ӗнтӗ кӑштахран мана та, сӗме тӗнтсе, ӑс-тӑнӑма «сӳнтерсе», шӑмма-шакка лӳпперлентерсе, ҫут тӗнче те ҫӗнейми хӑватли хӑйӗн чӗмсӗр чури туса хунӑ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Санӑн ӗнтӗ, Пурис, хӑвӑн ҫӗр ҫӗклейми ҫылӑхусемшӗн ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкра ҫунма е шуйттансен чури пулса пурӑнма тивет…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗкеҫ чӗриллӗ мӑшӑру вара, ҫӗр ҫинчех Аслӑ Шуйттан ирӗкне парӑнса мана хур туса пурӑннӑскер, ҫынсем мана кӗл туса пурӑннӑ таса вырӑна лапӑрчӑк-ҫӑвӑнчӑк пухмалли-юхмалли вырӑна ҫавӑрнӑскер, халӗ ҫав шуйттанӑн ирӗксӗр, тамӑкра ҫунакан-пиҫекен чури.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗртакран ҫеҫ чунӗ тапраннӑ, ыйхи тарнӑ «Турӑ чури» чӗркуҫҫине сивӗ нӳрӗ ҫапнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пазухин ирӗксӗрех Кӗҫтукӑн «Шуйттан чури» трагедине аса илчӗ: унӑн планӗнче ҫапла мулшӑн шуйттана сутӑннӑ этеме аҫа ҫапса ҫунтармаллаччӗ…

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӳррипе каласан, вӑл хӑй сисмесӗрех чӑн-чӑн эксплуататор пулса тӑчӗ, Манефӑна хӑйӗн тарҫи кӑна мар, чури туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тем самантра ӑна Константин Ивановӑн «Шуйттан чури» трагедийӗнчи сцена аса килчӗ: Шуйттан хӗтӗртнипе, пиччӗшӗ шӑллӗне укҫашӑн вӗлерсен, Шуйттан ҫапла хӑрушшӑн ахӑлтатать…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Петӗре ҫак тискер ӗҫе тума чарса ӗлкӗрейменшӗн, ун чури ҫеҫ пулса тӑнӑшӑн хама хам ӳпкелесе, ҫӗре ыталаса илсе, чун кӳтнипе йӗрсе ятӑм…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Те хӑй пурнӑҫӗнче пулса иртнисене аса илсе, те тӗттӗмлӗхӗн те-пӗр чури ҫуралнӑшӑн савӑнса кулать вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилес ҫыннӑн йӑрӑсне вӑлтса пӗлес тесе, вӑл пит-куҫне кӗлтунӑ чухнехи пек турӗ те: — Турӑ чури Татьяна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тарҫи мар, чури.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тепле, чухлаймастӑп эпӗ юмӑҫсем кам чури иккенне, анчах мана Укахха пулӑшаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Итле-ха, тора ҫури… чури.

— Послушай, раб божий.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ху ӑна юратнине, каярахпа, хӑнӑхса пынӑҫем, хисепленине кулленех тенӗ пек тупа тӑва-тӑва ӗнентерме хӑтланни, тусу (упӑшку, арӑму) умӗнче хӑвна ун чури евӗрлӗ тытни тусна санран сивӗтет кӑна.

Талдычить же каждый день о своей любви, клясться денно и нощно в верности и уважении приводит к тому, что жена (или муж) будет воспринимать тебя своим рабом и без сомнения охладеет.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ну, тӗлӗнтертӗн, турӑ чури.

Удивляешь ты меня, раб божий.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех