Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та ирӗлсе ҫитмен пӑрлӑ йывӑҫ ҫак каҫ кама ытларах савӑнӑҫ кӳнине калама та хӗн: е пире — офицерсене, е нимӗҫ чуралӑхӗнчен тухнӑ пӗчӗк хӑнасене.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Пиртен, хамӑра фашистсен чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ хастарлӑ Хӗрлӗ Ҫар валли 25 тонна шурӑ ҫӑнӑх, 100 тонна ҫӗрулми, 1 тонна типӗтнӗ тутлӑ кӑшман, 38 тушка шӑнтнӑ сысна какайӗ тата хамӑр тыткӑна илнӗ фольксштурмӗ отрячӗн ултӑ салтакне илме ыйтатпӑр.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Тепӗр кунне Воропаев кровачӗ патне пӗр уйӑх каялла нимӗҫ чуралӑхӗнчен таврӑннӑ Светлана Чириковӑпа Аня Ступина пырса ларчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пирӗн халӑх нихӑҫан манӑҫми мухтава тивӗҫнӗ — Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ, пӗтӗм тӗнчене фашизм чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Тепӗр кунне, арҫынсем ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑнӑ вӑхӑтра, пупсемпе хӗрарӑмсем Болгари чуралӑхӗнчен хӑтӑлас ӗмӗтпе чиркӳре чӗркуҫленсе кӗл тунӑ хыҫҫӑн, Клисурӑ хулинчи паллӑ ҫынсем пӑлхав хускатнӑ ятпа халӑха хаваслӑн саламларӗҫ, ҫар ӗҫ канашне суйларӗҫ, пӑлхава ертсе пыма аслӑ ҫар пуҫӗ уйӑрса хучӗҫ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӑлхарсене грексен пусмӑрӗнчен Асен патша хӑтарнӑ, тӗрӗксен чуралӑхӗнчен вырӑс патши Александр хӑтарать!
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эс, ачам, грексен чуралӑхӗнчен пӑлхарсене кам хӑтарнине кала, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтараканӗ тупӑнать вӑл…
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӑлхарсене тӗрӗксен чуралӑхӗнчен хӑтараканӗ… — тесе кала кӑна пуҫланӑччӗ хӗрача, Мичо чорбаджи ӑна пӳлме те ӗлкӗрчӗ:
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Сыбка, кала-ха мана, пӑлхарсене грексен чуралӑхӗнчен мӗнле патша хӑтарнӑ?— Сыбка, скажи мне, какой царь освободил болгар от греческого рабства?
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
6. Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7. сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8. Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1