Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуралӑхра (тĕпĕ: чуралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача чухнех амӑшӗпе пӗрле нухайсем вӑрласа кайнӑ ӑна, Хусан тутарӗсене сутнӑ; нумай ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ вӑл, вӑй питти ҫынсемпе пӗрле тамӑкран тухса тарма вӑй ҫитернӗ; ҫул ҫинче те аташса кайман, выҫӑ вилмен, чиперех киле таврӑннӑ, ыттисем пек килте те ашшӗ-амӑшӗ ҫуначӗ айӗнче ачашланса ларман, турхан патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ; ватӑ тӗкӗрҫӗсемпе тан, ашшӗпе тан Хусан патӗнче ҫапӑҫнӑ тата; ак Тукай килӗнче те ытти тарҫӑсенчен нимрен те кая мар йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи Хусанта чуралӑхра тертленнӗ хушӑра юмӑҫ турханӑн Ҫӗрпӳри ҫуртне тытса тӑнӑ иккен, унта аслӑ тарҫӑ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, арӑмне, вунӑ ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ ҫынна, ӗненмерӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ унччен чура пулман, анчах пирӗн ватӑсенчен пӗри анӑҫра, Гобонра, чуралӑхра нушаланнӑ, ҫул ҫинче вӑл унта мӗнле пурӑнни пирки каласа кӑтартрӗ.

Я раньше не был рабом; но один старик был рабом в Габоне, на западе, и дорогой рассказал, как жил там.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫӗршер ҫул чуралӑхра пурӑнса ирттерни ахалех пулнӑ тетӗн-и?

Говоришь, напрасно прожили сотни лет в рабстве?

IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ачасем шухӑша каятчӗҫ, пурин те пичӗсем ҫуталатчӗҫ, куҫӗсем ялтӑратчӗҫ, вара Олег пуриншӗн те: — Чуралӑхра пурӑниччен ҫапӑҫура вилни лайӑхрах! Тӗрӗс вӗт, ачасем? — тетчӗ.

Бывало, после этих слов призадумаются ребята, лица у всех станут светлее, глаза заблестят, а Олег скажет за всех: — Лучше смерть в бою, чем жизнь в неволе! Правда, ребята?

Кашук // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Акӑ Гинезий, акӑ пӑсӑлса кайнӑ афинянин, чуралӑхра вӑрах пурӑнни епле мӗскӗнлетсе хунӑ сана!

 — О Гинезий, о выродившийся афинянин, как тебя принизило долгое рабство!

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ирӗк самнитӑн арӑмӗ те ҫапла чура пулса тӑчӗ, чуралӑхра ывӑлӑмсем ҫуралчӗҫ.

И жена свободного самнита стала тоже рабой и родила сыновей в рабстве.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӑна римлянсем чуралӑхра усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

86-90 №-лӗ саккун тӑрӑх Чуралӑхри халӑхсен эрнине кашни ҫул, чуралӑхра пурӑнакан халӑхсем ирӗке тухиччен ирттермелле.

Согласно Закону №86-90, Неделя порабощённых народов должна проводиться каждый год, до обретения порабощенными народами своей свободы.

Утӑ уйӑхӗн 18–24-мӗшӗнче АПШ-ра Чуралӑхри халӑхсен эрнине палӑртаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29207.html

— Алжира — питех те начар ҫирӗплетнӗ хулана тата форта тытса илме, пашана сирпӗтсе антарса чуралӑхра асапланакан ҫирӗм христиана ирӗке кӑларма пилӗк пин ырӑ испанец та ҫителӗклӗ…

— Алжир так плохо укреплён — пяти тысяч добрых испанцев довольно, чтобы взять город и форты, низложить пашу, освободить двадцать тысяч христиан, томящихся в неволе…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Анчах тыткӑнра чуралӑхра пурӑнни ҫак вилӗмрен лайӑх-и вара?

Но разве жизнь в плену, разве рабская работа стоили что-нибудь?

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

 — Чуралӑхра.

 — В рабстве.

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Мӗн кӗтет вӗсене чуралӑхра?

Что ждет их в неволе?

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Чуралӑхра, сӑнчӑр вӗҫҫӗн Вилме пит хӑрушӑ.

Страшно впасти у кайдани. Умирать в неволi…

XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Миллионерсен мар, миллиардерсен ушкӑнӗ сӗмсӗрле пуҫ пулса тӑрать, пӗтӗм халӑх — чуралӑхра, ирӗксӗрте.

Нагло господствует кучка не миллионеров, а миллиардеров, а весь народ в рабстве, в неволе…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Сталин ӑна ыталаса: «Эсӗ кай-ха! Нимӗҫ пусмӑрӗнче асапланакансем патне, пурин патне те ҫит; Чуралӑхра пуҫӗсене уснисене — ҫӗкле, ывӑннисене — ҫирӗплет хӑравҫӑсене ан хӗрхен», — тесе каланӑ.

— Сказывают, Сталин обнял ее и сказал: «Иди! Весь люд, который под немцами стонет, обойди; которые согнулись от неволи — выпрями, усталых — подбодри, а трусов — тех не щади», Егор те за ногу!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кунта чуралӑхра асаплантараҫҫӗ, ӑнланатӑр-и?

Здесь рабство, понимаете?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫӗнӗ ҫӗрсене ҫавӑрса илес тата унти халӑхсене, чуралӑхра асапланакан Польша халӑхӗпе ытти нацисене пусмӑрланӑ пек, пусмӑрлас тесе, патша правительстви миллионшар салтаксене вут айне тӑратрӗ.

Царское правительство поставило под огонь миллионы солдат для того, чтобы захватить новые земли и угнетать население этих земель так, как угнетаются порабощенные Польша и другие национальности.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чуралӑхра пӗрисене ирӗксӗрлесе ӗҫлеттереҫҫӗ те унпа теприсем усӑ кураҫҫӗ.

Рабство ведь есть не что иное, как пользованье одних подневольным трудом многих.

XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех