Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл д'Обремона патша умӗнчи чуралла тайӑлса сывлӑх сунчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ӑслӑ патша пур вӑхӑтра та асӑннӑ ҫынсене хисеплерех парать, мӗншӗн тесен вӗсем чуралла йӑпӑлтатса юрама, хӑйсен господинӗ майлӑ пулма пултараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пурте: ку хӗр амӑшӗнчен те ӑслӑ, унран та ытларах вӗреннӗ, тетчӗҫ; эпӗ ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калама пултараймастӑм, мӗншӗн тесен, вӑл ӑслӑ та нумай вӗреннӗ тенипе унран чуралла хӑранине пула, эпӗ унпа пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, ун чухне те калама ҫук сехӗрленсе кӑна калаҫса куртӑм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кухньӑра Матренӑн чуралла йӑпӑлтатакан сасси хӑйӑлтатать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пуян сановниксен киревсӗр пӗчӗк ушкӑнӗ, гварди офицерӗсене, нимӗҫсен ик-виҫӗ ултавлӑ ҫыннисене хутшӑнтарса, тул енчен хӑйсем ҫав тери чуралла пӑхӑнса-парӑнса тӑнӑ пек кӑтартса, патша вырӑнне кама лартас тенӗ — ҫавна лартнӑ, ун ҫинчен империри ытти хуласене пӗлтерсе тӑнӑ ҫеҫ; тӗрӗссипе, халӑхшӑн саламата хӑйсен аллинче тытса тӑракансен ячӗсене пӗлме кирлӗ те пулман, халӑх ҫурӑмӗ пӗр пекех ыратнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл ҫынсем хӑй ҫине чуралла пӑхса парӑнса пурӑннине хӑнӑхнӑ, вӑл хӑйӗн аллине чуптӑвасшӑн пулнӑ ҫынсене аллине тӑсса паратчӗ; дворецки тата хӑй кӑмӑлланӑ ҫынсем — фаворитсем хӑйсене ялан ун пек тыткалама тӑрӑшатчӗҫ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Маншӑн пулсан ҫакӑ икке икӗ хут илсен мӗн чул пулнӑ пекех, паллӑ: малтанхи проектӑн авторӗсем, авторитетсен, Грубский мӗнпур кӑмӑлтан пуҫҫапнӑскерсен шухӑшне чуралла пӑхӑнса тӑнипе йӑнӑш тунӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Васкаса, пӗр сӑмах ҫинчен тепӗр сӑмах ҫине куҫса, Кузьма Кузьмич хӑй пӗр вӑхӑтра, сисмесӗр, пурнӑҫ ҫине тӗрӗс мар, чуралла пӑхакансен тыткӑнне лекни ҫинчен, халӗ вара ӑна хӑватлӑн тӗртнипе унӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнса килни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ кӳлешеттӗм, хам нимӗн тӗшне те тӑманнине тавҫӑраттӑм, ухмахла кӳренеттӗм — ҫав вӑхӑтрах ӑна чуралла юрама тӑрӑшаттӑм, ҫӗнтерме ҫук хӑват пурпӗрех мана ун патнелле туртатчӗ — вара кашнинчех ун пӳлӗмӗн алӑкӗнчен ирӗксӗр ҫӳҫенсе кӗреттӗм.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кашниех ют куҫра хӑйӗн сехӗрленӗвне, хӑйӗн чуралла, айӑпа кӗнӗлле кичемлӗхне вуласа пӗлесрен хӑрарӗ, — тӗттӗм ӑспуҫӗ сасартӑк этемле тӑнпа ҫап-ҫуттӑн ялтӑраса-хӗмленсе кайнӑ пӗчӗк, ҫиллес те вараланчӑк чӗрчунсен сехӗрленӗвӗпе кичемлӗхне.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗлернӗ ҫынсене шелленӗ, ҫавӑн пекех тата пӗр йывӑр, чуралла шухӑш вилнине сиснӗ те ун ҫинчен шарламасӑр тӑнӑ; ӑшри хуйхӑпа ҫилле тапратас мар тесе, хӑлхана чавакан ята та текех асӑнман…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫиелтен пӑхсан, вӑл хӑй улпутне чуралла юрама тӑрӑшни пачах курӑнмасть, улпутпа калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне хытӑ кӑмӑллӑ, именӳсӗр тыткалать, вӑк-тӗвекшӗнех ҫиленет, малтан каланӑ пек, хапха умӗнче тусӗсемпе пухӑнса тӑрсан, улпута хурласа калаҫать; анчах вӑл Илья Ильича хӑйне мар пулсан та, 0бломовӑн ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан, хӑйшӗн хаклӑ япаласене пурне те тӑванла ҫывӑх туйӑмпа парӑннине пачах хур тумасть, вӑхӑтлӑха ҫеҫ тиркет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеся пичӗ ҫинче хӑй шӑпин вӑрттӑнлӑхне питӗ ӗненсе те чуралла пӑхӑннине кӑтартакан эп тахҫан пӗрре асӑрханӑ апӑршалла сан палӑрчӗ каллех.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унӑн гражданла позицийӗ, чуралла генотипа хирӗҫ иммунитет пурри чун тӗпӗнчен тав сӑмахне пӑчӑртаса кӑларать.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
- 1