Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Мӗнле тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ иккен вӑл Хӗветӗрпе Роза чуптунине, мӗнле кӑна ҫӗр тӗпне анса кайман-ши?..
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чи малтанхи каҫ театра кайсан Зиминцев инженер Аньӑна епле кӗтмен ҫӗртен чуптунине те, ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен епле хӗрӳллӗн каласа панине те, Аня умӗнче хӑйне епле мӗскӗннӗн тыткаланине те, юлашкинчен Аньӑна Ленинградран урӑх хулана куҫса кайма чӗннине те, — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлтӗм эпӗ ҫав каҫхине!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Анчах ҫакна асра тыт: ҫӗр ҫинчи кирек мӗнле хӗрарӑм та хӑй кама та пулин вӑрттӑн ыталанине, улаххӑн чуптунине никама та систермест.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫавӑнпа тутаранах хӑйса чуптунине те хирӗҫлемерӗ…
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унӑн аллине чуптумалла чухне, мӑн ҫынсем мӗнле чуптунине асӑрхамасӑр, эпӗ чӗтресе турӑш питӗнчен, тутинчен чуптуса илтӗм.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ковёр ҫине чупса пынӑ хушӑра вӑл аллисемпе тути ҫумне сӗртӗнчӗ те, хӑй вирлӗн чуптунине халӑх ҫине сапса янӑ пек аллисене артистла сарса хучӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Унтан эпӗ вӗсем чуптунине куртӑм; каллех пирӗн хыҫҫӑн утма пуҫласан, Зухин чылаях хыттӑн ҫапла кӑшкӑрса хӑварнине илтрӗм:
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗлтӗр Володя хӑй юратнӑ хӗрӗн кошелекне чуптунине аса илсе, эпӗ те ҫапла тума хӑтланса пӑхрӑм, вара чӑнах та, каҫпа пӳлӗмре пӗччен чух чечек ҫине пӑха-пӑха ӗмӗтсемпе йӑпанма тата ӑна тута ҫумне тытма пуҫласан, кӑмӑл темле ыррӑн ҫемҫелсе кайнине, хам юратнине туйса илтӗм; ҫакӑн хыҫҫӑн юрататӑп тесе темиҫе кун хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сана Бража, санӑн пурнӑҫри тусу, санӑн шурӑ улму, санӑн шанчӑклӑ арӑму чуптӑвать, нумай хут чуптӑвать, миҫе хут чуптунине ҫырма та пултараймасть».
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Старик пӑлханнипе час-часах фарфор хуппи ҫине хӗрпе каччӑ чуптунине ӳкернӗ кӗмӗл табакеркине кӑларкаласа табак шӑршлать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫынсем пирӗн шинельсене чуптунине, пирӗн танксем ҫине чечек ҫыххисем пӑрахнисене, ачисене ҫӗклесе, пур халӑхсем те ӑнланакан «Сталин» сӑмаха пӗрмай кӑшкӑрнине эпӗ нихҫан та манас ҫук.
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
«Ман ҫырӑва илнӗ вӑхӑтра Некрасов чӗрех пулсан, — тесе ҫырать вӑл Пыпин патне, — эпӗ ӑна ҫывӑх ҫынна юратнӑ пек чӗререн юратнине, хӑй мана хисепленӗшӗн эпӗ тав тунине, эпӗ ӑна чуптунине кала.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Елена аллине ун тути патӗнчен туртса илмерӗ, Инсаров унӑн аллине е пӳрнине чуптунине, ача пек хавасланса, ӑшшӑн кулкаласа пӑхса тӑчӗ..
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Сасартӑк ӑна ҫав таса чыслӑ алӑсем хӑҫан та пулин хӑйӗн мӑйӗ тавра ҫавӑрса илессӗн, ҫав мӑнкӑмӑллӑ тутасем вӑл чуптунине хирӗҫ тавӑрассӑн, ҫав ӑслӑ куҫсем ачашлӑхпа — ҫапла, ачашлӑхпа — унӑн куҫӗсем ҫинче чарӑнса тӑрассӑн, унӑн пуҫӗ ҫавӑрӑнса каяссӑн, хӑйӗн ӑшӗнче каллех ҫилӗ хыпса тухиччен самантлӑха манӑҫа путассӑн туйӑннӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑйне пӗрремӗш хут пурҫӑн кӗпе тӑхӑнтартса аллине чуптунине вӑл халӗ те манаймасть.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ вӑл кун ҫав тери хаваслӑ та мӑн кӑмӑллӑччӗ, Зинаида питӗмрен чуптунине ҫав тери чӗррӗн туяттӑм, унӑн кашни сӑмахне ҫав тери пысӑк савӑнӑҫпа аса илеттӗм, хамӑн кӗтмен телейӗме чӗремре ҫав тери ҫепӗҫҫӗн ачашлаттӑм — ҫавӑнпа хӑраса ҫӳҫенеттӗм, ҫакнашкал ҫӗнӗ сисӗм-туйӑмсем ҫуратнӑ хӗре курма та шикленеттӗм.
XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Учительница мӗн ответленине Степка илтмерӗ, анчах Катя ӑна ҫирӗппӗн ыталаса илсе чуптунине курчӗ.Что ответила учительница — не уловил, но увидел, как Волгина крепко обняла ее и поцеловала в губы.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ҫук, ҫук, эсӗ чуптунине те йышӑнатӑп, хам ӑшра санпа килӗшетӗп те эпӗ, анчах кӗҫӗрех мӑшӑрланӑпӑр — пӗр кун та кайран мар!
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
- 1
- 2