Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӑмӑра (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ҫапларах, пиҫен хытти пек, хамӑрӑн чунӑмӑра хытармалла-и?

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Анчах та Гутка ялӗ пирӗн чунӑмӑра уйрӑммӑнах хытӑ ыраттарчӗ, нумайлӑхах чӗрене вырӑнаҫса юлчӗ.

Но Гутка особенно запомнилась, надолго запала в душу.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ларни вара — чечексене шӑршланиех: кунашкалли пирӗн Ҫӗр ҫинче те чунӑмӑра талпӑнсах кӗрет.

А сидеть — цветы нюхать: этого и у нас на земле сколько в душу влезет.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Атте турӑ, пирӗн чунӑмӑра усракан, ҫӑлӑнӑҫ паракан… — Ку тӗлте вӑл чарӑннӑ, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн куҫӗсене ҫӗкленӗ те тӗттӗмре вӗсем усаллӑн йӑлкӑшса илнӗ.

— Когда господь бог, вседержитель наш и спаситель… — Тут она выжидающе замолчала, после короткой паузы подняла недобро сверкнувшие в сумраке глаза.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ирӗк килессе ытарлӑн систерниех, май мар вӑйсӑр шанӑҫ тытниех чунӑмӑра ҫунатлантарса ярать, чӑн мар-им?

Даже намек, даже слабая надежда на ее возможность дает душе крылья, не правда ли?

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Тумланасса вара вӑл хӑйне тата илемлетсе ямалла тумланатчӗ, лайӑх кӗленчерен тунӑ стаканри эрех ҫапла илемлӗ курӑнать: кӗленче мӗн чухлӗ витӗр таса — эрехе те вӑл ҫавӑн чухлех таса кӑтартать, тӗс вӑл, хитре юрӑ кӗвви сӑмаха ҫӗкленӗ пекех, яланах эрехӗн шӑршипе тутине тата ырӑрах тӑвать, эпир ӑна чунӑмӑра кӑштах та пулин хӗвелӗн юнне парас тесе ӗҫетпӗр.

Она умела одеться так, что ее красота выигрывала, как доброе вино в стакане хорошего стекла: чем прозрачнее стекло — тем лучше оно показывает душу вина, цвет всегда дополняет запах и вкус, доигрывая до конца ту красную песню без слов, которую мы пьем для того, чтоб дать душе немножко крови солнца.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

18. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр.

18. Молитесь о нас; ибо мы уверены, что имеем добрую совесть, потому что во всем желаем вести себя честно.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшса, сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр — эсир пирӗншӗн ҫапла хаклӑ пулса тӑтӑр.

8. Так мы, из усердия к вам, восхотели передать вам не только благовестие Божие, но и души наши, потому что вы стали нам любезны.

1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Юрату мӗн иккенне эпир Христос пирӗншӗн Хӑй чунне панинчен пӗлтӗмӗр: пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать.

16. Любовь познали мы в том, что Он положил за нас душу Свою: и мы должны полагать души свои за братьев.

1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.

9. Мы же, хотя и не имеем надобности в них, имея утешением священные книги, которые в руках наших, 10. но предприняли послать к вам для возобновления братства и дружбы, чтобы не отчуждаться от вас; ибо много прошло времени после того, как вы присылали к нам.

1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн: 3. «эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ.

2. Они каждый день ищут Меня и хотят знать пути Мои, как бы народ, поступающий праведно и не оставляющий законов Бога своего; они вопрошают Меня о судах правды, желают приближения к Богу: 3. «Почему мы постимся, а Ты не видишь? смиряем души свои, а Ты не знаешь?» -

Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.

8. Прежде нежели они легли спать, она взошла к ним на кровлю 9. и сказала им: я знаю, что Господь отдал землю сию вам, ибо вы навели на нас ужас, и все жители земли сей пришли от вас в робость; 10. ибо мы слышали, как Господь [Бог] иссушил пред вами воду Чермного моря, когда вы шли из Египта, и как поступили вы с двумя царями Аморрейскими за Иорданом, с Сигоном и Огом, которых вы истребили; 11. когда мы услышали об этом, ослабело сердце наше, и ни в ком [из нас] не стало духа против вас; ибо Господь Бог ваш есть Бог на небе вверху и на земле внизу; 12. итак поклянитесь мне Господом [Богом нашим], что, как я сделала вам милость, так и вы сделаете милость дому отца моего, и дайте мне верный знак, 13. что вы сохраните в живых отца моего и матерь мою, и братьев моих и сестер моих, и всех, кто есть у них, и избавите души наши от смерти.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех