Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Тухӑҫ енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Иосиф хапхи, пӗри — Вениамин хапхи, пӗри — Дан хапхи; 33. кӑнтӑр енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Симеон хапхи, пӗри — Иссахар хапхи, пӗри — Завулон хапхи.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Акӑ хула хапхисем: ҫурҫӗр енчен пуҫласа кӑтартсассӑн (ку ен тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике тӑршшӗ тӑсӑлать), ҫапла пулать: 31. хула хапхисене Израиль йӑхӗсен ячӗсене панӑ; ҫурҫӗр енче виҫӗ хапха: пӗри — Рувим хапхи, пӗри — Иуда хапхи, пӗри — Левий хапхи.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл пысӑк, ҫӳллӗ хӳмеллӗ, вуникӗ хапхаллӑ, вӗсен умӗнче вуникӗ ангел тӑрать; хапхисем ҫине Израиль ывӑлӗсен вуникӗ йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑ: 13. тухӑҫ енче — виҫӗ хапха, ҫурҫӗр енче — виҫӗ хапха, кӑнтӑр енче — виҫӗ хапха, анӑҫ енче те виҫӗ хапха.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тинӗс енче те (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Гад хапхи, пӗри — Асир хапхи, пӗри — Неффалим хапхи.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аслӑ пуҫлӑх хапхан тулашӗнчи пӑлтӑрӗнчен кӗрет те хапха юпи патне тӑрать; священниксем унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине тата унӑн тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнине кӳрӗҫ; аслӑ пуҫлӑх вара хапха урати патӗнче Турра пуҫҫапӗ те каялла тухӗ, хапха каҫчен уҫӑ тӑрӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Шалти картишӗн хапхисем тулаш картишӗн ҫурҫӗрелле тата тухӑҫалла тухакан хапхисемпе тӗлме-тӗл; вӑл хапхапа хапха хушшине виҫрӗ те, ҫӗр чике пулчӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: тӗп хапха патне кай — вӑл хапхаран Иудея патшисем кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ, Иерусалимӑн пур хапхи патне те кай, 20. вӗсене ҫапла кала: Иудея патшисем, мӗнпур Иудея, Иерусалимра пурӑнакансем, ҫак хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳрекенсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑртак тӑрсан Иливан ҫакна асӑрхарӗ: чӳк карти виҫ алӑклӑ иккен; ҫурҫӗр енчи хапхаран шыв йӑтакансем кӗреҫҫӗ; хӗвел тухӑҫ енчи хапха умӗнче пусма ӗлкӗреймен выльӑх-чӗрлӗх тӑрать; хӗвел анӑҫ енчи хапхаран чӳке пынӑ ҫынсем — халлӗхе ваттисем — кӗре-кӗре тухаҫҫӗ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чыслӑ хапхана хирӗҫ Триумф хапхи — ҫӗнтерекенсем кӗмелли хапха вырнаҫнӑ.Против Парадных ворот устроены были Триумфальные ворота, через которые входили победители.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
10. Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑ пӗтӗм ҫӗр, Гаваонран пуҫласа Реммон таран, тӳремлӗх пек пулӗ, Иерусалимран кӑнтӑралла сарӑлса выртӗ, Иерусалим вара хӑйӗн вырӑнӗнче ҫӳлте ларӗ, унта Вениамин хапхинчен пуҫласа малтанхи хапха вырӑнӗ таран, кӗтесри хапха таран, Анамеил пашнинчен пуҫласа патшанӑн иҫӗм сӗткенӗн юхтаркӑчӗ таран халӑх пурӑнма пуҫлӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан вӑл юпасене виҫсе тухрӗ, утмӑл чике шутласа кӑларчӗ, картиш патӗнчи тата хапха ҫумӗнчи кашни юпа ҫапла пулчӗ, 15. хапхаран кӗмелли вырӑнтан мал енчен пуҫласа шалти хапхан мал енне ҫитиччен — аллӑ чике.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Айлӑм хапхине Ханун тата Заноах ҫыннисем юсарӗҫ: вӗсем хапха турӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ; вӗсемех хӳмене пин чике тӑршшӗ, Тислӗк хапхи патне ҫитиччен, юсарӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Крыльца умӗнчен хапха патне юр хырса ҫитнӗ вӑхӑта хапха умне Хумкка мучи килсе тӑнӑччӗ ӗнтӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унта-кунта ҫеҫ шкул ачисем хапха умӗнче юр хыраҫҫӗ, чӳрече хупкӑчӗсене шӑлт-шалт уҫакан хӗрарӑмсем курӑнкалаҫҫӗ, шӑнса пӑрланнӑ хапха сассисем илтӗнеҫҫӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хапха патне Трифун пычӗ, урам енчи ҫынпа тем калаҫса илнӗ хыҫҫӑн пулмалла, пӗчӗк хапхине уҫрӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье, сӑнчӑрти йыттисем хаяррӑн вӗрсе янинчен хапха патне ют ҫын пынине тавҫӑрса, чӳречерен пӑхрӗ те пӗчӗк хапхаран Анук ачине йӑтса кӗнине курчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хапха умне ҫитсен, Павӑл тепӗр самант пуҫне усса тӑчӗ, унтан сӑлӑпа карт! туртрӗ те хапхана яр! уҫса ячӗ, хӑй лаҫӑ умӗнчи каска ҫине кайса ларчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Пурте чиркӗве кӗрекен хапха патнелле утрӗҫ, эпӗ хамӑр хапхаран пӳртелле ӑнтӑлтӑм.
Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.