Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапсӑнман (тĕпĕ: хапсӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулагаев вара учительте, пӗр хушӑ вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ май пысӑк ҫӗр лаптӑкне хапсӑнман, ӑна анкарти те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл пысӑкрах вырӑна хапсӑнман, хапсӑнмасть те.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ферма пуҫлӑхӗ пуласса Аркаш тӗлӗкре те тӗлленмен, ҫав ӗҫ вырӑнне пачах хапсӑнман.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Янттине нихҫан та хапсӑнман — хамӑрӑн вӑйпах, хамӑрӑн ӑс-пуҫпах пурнӑҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫын япалине хапсӑнман.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эп нихӑҫан та укҫана хапсӑнман.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

«Асамҫӑ хаяр ӗмпӳрен хӑраман, Хунсен парнине хапсӑнман вӑл; Ун ирӗк сӑмахӗ суя янтраман, Ҫӳлти чӑнлӑхпа пӗр тӑван вӑл.

«Волхвы не боятся могучих владык, А княжеский дар им не нужен; Правдив и свободен их вещий язык И с волей небесною дружен.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ниме хапсӑнман таса юратупа тата хӑй ҫинчен манса ыттисемшӗн тӑрӑшнипе иртсе кайнӑ.

Вся жизнь ее была чистая, бескорыстная любовь и самоотвержение.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ун пек хапсӑнман кӑмӑл, — терӗ Николай Артемьевич тепӗр хут, сассине хӑпартса, — вӑл — тӗлӗнмелле.

— Это бескорыстие, — повторил, возвысив голос, Николай Артемьевич, — это удивительно.

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ун пек тӳрӗлӗх, ун пек хапсӑнман кӑмӑл…

Эта честность, это бескорыстие…

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Картина пӗр енче ниме хапсӑнман, ача пекех таса чунлӑ чухӑн художник тӑрать…»

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Чӑнах та, Лопухов Б. г-жа ӑслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, нумая хапсӑнман хӗрарӑм пулнине курчӗ, — упӑшки служить тунине, хӑйӗн пурлӑхне, кампа тӑванлӑ пулнине илес пулсан, вӑл самай хапсӑнмалла пек туйӑнать.

Действительно, Лопухов нашел в г-же Б. женщину умную, добрую, без претензий, хотя по службе мужа, по своему состоянию, родству она могла бы иметь большие претензии.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

8. Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман, 9. чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр.

8. Диаконы также должны быть честны, не двоязычны, не пристрастны к вину, не корыстолюбивы, 9. хранящие таинство веры в чистой совести.

1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан, 3. ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман, 4. хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла; 5. хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и?

2. Но епископ должен быть непорочен, одной жены муж, трезв, целомудрен, благочинен, честен, страннолюбив, учителен, 3. не пьяница, не бийца, не сварлив, не корыстолюбив, но тих, миролюбив, не сребролюбив, 4. хорошо управляющий домом своим, детей содержащий в послушании со всякою честностью; 5. ибо, кто не умеет управлять собственным домом, тот будет ли пещись о Церкви Божией?

1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех