Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ханкӑрта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ ӗҫлерӗмӗр — ас тумастӑп, анчах ханкӑрта нимӗн те хӑвармарӑмӑр, унтан пӗтӗмпех тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӑмӑр.

Сколько работали — не помню, но все дочиста вытаскали и свалили в бездну.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Клебен ҫуккине асӑрхиччен ханкӑрта миҫе сехет пултӑмӑр — калаймастӑп.

Сколько времени пробыли мы в пещере, пока хватились Клебена, — не упомню.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ханкӑрта мӗн пуррине курсан ухмаха ерсех кайрӑмӑр ахӑр.

Когда мы увидели, что было в пещере, то стали как помешанные.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кӑштахран мана ханкӑрта мӗн пурри пирки каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Тут он стал мне рассказывать, сколько всего в пещере.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гусев, Ихошка тата механик ҫавӑн чухне ханкӑрта, кимӗ патӗнче, шапӑлтатса-кулса ларатчӗҫ.

Гусев, Ихошка и механик сидели тогда в пещере, около лодки, — смеялись.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн япалисене ханкӑрта пуҫтарнӑ май Иха ӳлесех йӗрет.

Иха выла, подбирая в пещерке её вещи.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ханкӑрта тутӑх чӗриклетӳ илтӗнет.

Раздался визжащий, ржавый скрип.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех