Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхсем (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сисмесӗрех иртет вӑхӑт — эрнесемпе уйӑхсем пӗрне-пӗри таптаса васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алӑкра юратнӑ сӑна курсан вӑл унтан тахҫантанпах, кунсем, эрнесем, уйӑхсем тӗл пулса ҫав пӗртен-пӗр вӑрттӑн упракан сӑмаха илтессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунсем, уйӑхсем ҫухатусемпе тулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ҫуллахи уйӑхсем иртсе каяҫҫӗ, кӗрхи сулхӑн пуҫланать, унтан хӗллехи сивӗсем те ҫитеҫҫӗ.

Но пройдут летние месяцы, наступит осенняя прохлада, а там и зимние морозы.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах ҫав «мораль сӑнчӑрӗпе» вӑйпах сӑнчӑрласа лартнӑ ҫынсен хӑрушла уйӑхсем, ҫулсем пурӑнса ирттермелле пуласси ҫинчен никам та шухӑшласшӑн мар!

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кун хыҫҫӑн татах вӑрӑм уйӑхсем иртеҫҫӗ, вӑл Ольӑран вуншар ҫырусем илет, хӑй те, хуть те ӑҫта пулсан та, ҫыхӑну татӑлса шӑл пуличченех ун патне ҫырать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уйӑхсем иртеҫҫӗ те, вӑл та акӑ улшӑнать, пачах урӑх ҫын пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунсем те уйӑхсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанхи мастера, пенсие кайиччен юлашки уйӑхсем ӗҫлекенскере, станоксем чарӑнса тӑни питех пӑшӑрхантармастчӗ пулмалла, нимӗнех те шарламастчӗ вӑл, пӗр чӗнмесӗр-тумасӑр уткаласа ҫӳретчӗ-ҫӳретчӗ те слесарьсем пырсан лӑпланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тен, пӗр уйӑхсем каяллах пуль.

Вроде как месяц назад.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла вара пӗр уйӑхсем, уйӑх ҫурӑсем чӑваш йӗркеллӗ урӑлаймасть те.

Гуляет чуваш месяц-полтора.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уйӑхсем тӑрӑх кӑтартса парсан тата аванччӗ, — терӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл ывӑннӑ пек пулнӑ: лутӑрканнӑ шинелӗ айӗнчи хулпуҫҫийӗсем пусӑрӑннӑ, вӗсен ҫине юлашки уйӑхсем хушшинче пулса иртнӗ пӗтӗм ӑссӑр, тискер ӗҫсем — влаҫа хура халӑх туртса илни, ҫар пӗтӗмпех саланса пӗтни, хӑйӗн карьери те пӗтсе ларни, — ҫаксем пурте купаланса тиеннӗ пекех туйӑнать.

Он почувствовал утомление, — плечи опустились под скоробленной шинелью, будто на них легло все безумие последних месяцев: захват власти чернью, окончательная гибель армии, гибель личной карьеры.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпир отрядра пӗрле пулнӑ уйӑхсем хушшинче ӑна питӗ лайӑх пӗлсе ҫитрӗмӗр.

Мы хорошо узнали ее за месяцы, что пробыли вместе в отряде.

Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫӗр ҫинчен Уйӑх патне ракета 34 сехет вӗҫнӗ, анчах ученӑйсем космос карапӗ ҫинчи приборсем янӑ сигналсене нумай уйӑхсем хушши тӗпченӗ.

От Земли к Луне ракета летела 34 часа, но ученые изучали сигналы с приборов на космическом корабле в течение многих месяцев.

Пӗрремӗш искусственнӑй планета // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Уйӑхсем эрнесене пайланаҫҫӗ.

Месяцы делятся на недели.

Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Эпӗ те михӗсене ҫӗклерӗм, вӗсене йӑтса кайрӑм, пӑрахрӑм, унтан каллех чупса кайса ҫӗклерӗм; мана эпӗ хам та, таврари пур ҫынсем те тӑвӑллӑ ташӑра ҫавӑрӑнма тытӑннӑ пек, ҫак ҫынсем ывӑнма пӗлмесӗр, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫакӑн пек хӑрушшӑн, хаваслӑн уйӑхсем, ҫулталӑксем хушши ӗҫлеме пултарас пек, вӗсем хулари чиркӳ тӑррисемпе минаретсенчен тытса, вӗсене хӑйсем ӑҫталла туртса каяс тенӗ — ҫавӑнта туртса кайма пултарас пек туйӑнчӗ.

Я тоже хватал мешки, тащил, бросал, снова бежал и хватал, и казалось мне, что и сам я и всё вокруг завертелось в бурной пляске, что эти люди могут так страшно и весело работать без устатка, не щадя себя, — месяцА, годА, что они могут, ухватясь за колокольни и минареты города, стащить его с места куда захотят.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Мӗншӗн тесен Орловский централ — вӑл вилӗм вӗт, анчах уйӑхсем ҫине пайласа хунӑ вилӗм вӑл.

Потому что Орловский централ — это же смерть, только распределенная на месяцы.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эрнесем мар, уйӑхсем кирлӗ пулаҫҫӗ.

Потребуются не недели, а месяцы.

XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Уйӑхсем, ҫулталӑксем иртнӗ, анчах вӑрҫӑ пӗтесси курӑнман.

Проходили месяцы, проходили годы, а конца войне не было видно.

Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех