Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑккалама (тĕпĕ: тӑккала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрӳшӗ унӑн кил ҫинчен шухӑшлаканскер мар иккен, укҫа ытлашши тӑккалама юратать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чиркӳ ӗнтӗ вӑл, паллах, чунсӑр япала, ӑна ӗҫме те, ҫиме те кирлӗ мар, укҫа та тӑккалама пултараймасть вӑл.

Церковь она и есть церковь, существо неодушевленное, ни пить, ни есть ей не требуется, а вот попу да его домочадцам — все мало.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑккалама юрамасть, начар ӗҫлеме юрамасть».

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пулӑ тытма вӗренчӗ пулсан, укҫа тӑккалама та хирӗҫ мар, — терӗ вӑл.

— Коли рыбу научился ловить, можно и на расходы пойти, — оказал он.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Патронсене ахаль тӑккалама кирлӗ мар.

— Не надо расходовать патроны.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

 — Кусем сана кирлӗ чухне тӑккалама тата хӑвӑн сӑввусене каласа парса чӑрманнӑшӑн, сӑввусем — татах калатӑп — питех те, питех те ырламалласкерсем!

— Это тебе на нужды твоя и за труды по чтению сочинений, кои — повторю — весьма и весьма заслуживают всяческих похвал!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра, пирӗн нефтепровод усӑ кӳрессе шанса, правительство ӑна тума халӑхӑн ҫав тери хаклӑ вӑйне тата материаллӑ-техникӑллӑ пурлӑхне тӑккалама шутлать пулӗ.

Правительство в плане ведения войны рассчитывает, очевидно, на наш нефтепровод и поэтому решается расходовать на его постройку драгоценную людскую энергию и материально-технические средства.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӗнчери темӗн тӗрлӗ пуян ҫӗршыв та савӑн пек масштабпа ҫӗр чавма темиҫе миллиард тенкӗ укҫа тӑккалама пултараймасть.

Ни одна страна в мире, как бы богата она ни была, не может тратить миллиарды рублей на раскопки такого масштаба.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫавсене туянса, ахалех укҫа тӑккалама кирлӗ те мар иккен.

Не придется зря сорить деньги покупку.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Турӑха ҫакӑнта тӑккалама

Неужто турыхом надо поливать?..

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кирек мӗн каласан та ӑвӑс ӳсентӑрансен шутне кӗрет, ҫавӑн пек йӗрӗнчӗксемшӗн тӑккалама кирлӗ мар.

Как-никак, осина все же растение, на таких гадов не надо расходовать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ун патӗнче эпӗ хам валли те, утсем валли те апат тупатӑп, ют ҫынсем патне кӗрес-мӗн пулсан, хамӑннех тӑккалама тивет.

У ней я и себе и коням корму добуду, а у чужих прийдется свое тратить.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сых ятне кӑштах пухӑннӑ укҫа ерипен ӳссе пыма пуҫларӗ; ӑна тӗрлӗ ҫӗре тӑккалама тытӑнчӗҫ.

Образовался небольшой запасный капитал, он постепенно рос; начали приискивать разные употребления ему.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр ҫӗр аллӑ тенкӗ пухсан, вӑл та, салук илсе, кивҫен пама пуҫланӑ, упӑшкинчен чылай теветкеллӗрех ӗҫленӗ, темиҫе хут инкек те курнӑ; темӗнле ултавҫӑ салука паспорт хурса, унран 5 тенкӗ кивҫен илнӗ, — паспорчӗ вӑрланӑскер пулнӑ, вара, вӑл ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑна тепӗр 15 тенкӗ тӑккалама тивнӗ; тепӗр ултавҫӑ, ылтӑн сехет хурса, 20 тенкӗ кивҫен илнӗ, — сехетне вӗлернӗ ҫын аллинчен вӗҫертсе илнӗ пулнӑ, вара, ҫав ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑн чылаях укҫа тӑккалама тивнӗ.

Выручив рублей полтораста, она тоже пустила их в оборот под залоги, действовала гораздо рискованнее мужа и несколько раз попадалась на удочку; какой-то плут взял у нее пять рублей под залог паспорта, — паспорт вышел краденый, и Марье Алексевне пришлось приложить еще рублей пятнадцать, чтобы выпутаться из дела; другой мошенник заложил за двадцать рублей золотые часы, — часы оказались снятыми с убитого, и Марье Алексевне пришлось поплатиться порядком, чтобы выпутаться из дела.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир ҫӑкӑра ӑна виҫмесӗр ҫиме, виҫесӗр тӑккалама хӑнӑхнӑ.

Мы привыкли хлеб исть без весу, расходовать без меры.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ.

Бывало, прежде весь день напролет у него занят: с утра мечет корм быкам, корове, овцам и лошади, поит их; в обеденное время опять таскает с гумна в вахлях сено и солому, боясь потерять каждую былку, на ночь снова надо убирать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Алексей Николаевич халӑх укҫи-тенкине усӑсӑр тӑккалама юратман.

Алексей Николаевич не любил тратить зря народные деньги.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тупнӑ мусьесем тытса, укҫа тӑккалама, — ӳпкелешет старик.

Нужно было нанимать мусье да тратить лишние деньги, — попрекал старик.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Укҫа-тенкӗ тӑккалама та ашкӑнса ҫӳреме-и?

Мотать да повесничать?

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Укҫа тӑккалама юратса, хӑйне пысӑк хисепе хунӑ май, вӑл хӑйне хӑй ирӗкрех тыткаланӑ, картла вылянӑ, парӑма кӗнӗ.

Будучи расточителен и честолюбив, он позволял себе роскошные прихоти, играл в карты и входил в долги.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех