Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир аран-аран тытӑнкаласа пыратпӑр, ӳкес мар тесе чул кӗтессисенчен яра-яра тытатпӑр.

Мы с трудом удерживались на месте, цеплялись за скалы.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑшт тытӑнкаласа: — Мускаври хаҫатсенче паха статьясем пичетлет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Те кӗреҫе тытса тислӗк хырмалла, те костыль ҫинче аванрах тытӑнкаласа тӑмалла ун.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан Володя патне хӑпарса кайрӗ, сылтӑм аллипе темле тытӑнкаласа тӑрса, ун пичӗ тӗлнех тайӑлчӗ, каллех ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗрарӑм Санюк ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ, хӗре темӗн те пӗр каласа кӳрентересси патнех ҫитрӗ вӑл, ҫапах та тытӑнкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Кунта, юнашарти аран-аран тытӑнкаласа тӑракан кивӗ сӗтел ҫинче, виҫӗ четвӗрт эрех ларать.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, чӑрмантарасси-ҫке-ха, Сахар Петровчӑ, — шӑрттан татӑкне чӑмланӑ май сӑмахӗсене тытӑнкаласа хуравларӗ Хветут.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халь ҫеҫ ӑсатрӑмӑр, Тукай ӗмпӳ, — хальхинче мӗнле чӗнес-ха кӑна тенӗ пек тытӑнкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн каласа хучӗ Пикпав (иртнинче вӑл ӑна Тукай мӑрса тенӗччӗ те, темшӗн килӗшмерӗ-ҫке, эп тутар мар, мана ун пек ан чӗн тесе асӑрхаттарчӗ).

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑнтӑралла, тырӑ тӗлӗшӗнчен пуян ҫӗршыва — ҫурҫӗр Кавказа, Кубаньпе Терека — каякан ҫул та аран-аран, ҫӗрӗк ҫип пек ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать: унта Добровольчески арми, март уйӑхӗнчи ӑнӑҫсӑр ӗҫӗсем хыҫҫӑн канса ҫӗнӗрен вӑй пухнӑ та, каллех вӑрҫӑ ӗҫне тытӑннӑ.

Едва держалась, как гнилая ниточка, дорога на юг — в хлебную житницу — на Северный Кавказ, Кубань и Терек: там после мартовской неудачи добровольческая армия, отдохнувшая и пополнившаяся, снова начинала военные операции.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унта совет влаҫӗ пӗтӗм вӑйне кӳлӗнтерсе аран тытӑнкаласа тӑнӑ.

Там советская власть держалась на неимоверном напряжении всех сил:

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иван Гора ҫак ҫынна пысӑк аллисемпе ярса илсе ҫӗклессинчен, ӑна — хӑй тусне — тытса чуптӑвассинчен аран-аран тытӑнкаласа, хашкаса илчӗ.

Иван Гора засопел, с усилием удерживаясь, чтобы не сгрести лапами этого человека, не расцеловать его — друга…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Салтаксем поездсем ҫине кӗре-кӗре тулнӑ, вагонсем ҫине улӑха-улӑха ларнӑ, вагон буферӗсемпе пусмисенчен тытӑнкаласа пынӑ, машинистсене вӗлерессипе хӑрата-хӑрата вӑрҫнӑ…

Солдаты влезали в поезда, на крыши вагонов, цепляясь за буфера и ступеньки, грозили смертью машинистам…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Лавҫӑ ҫунаран тухса ӳкме тӑчӗ, анчах пӗр хушӑ ҫаплах тытӑнкаласа пычӗ-ха.

Возница свесился с саней, некоторое время он как-то держался в этой бешеной скачке.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Арторикс калама чарӑнсан, Катилина тытӑнкаласа ҫапла ответленӗ:

Когда Арторикс закончил свою речь, Катилина отрывисто ответил:

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ ӗнтӗ икӗ хутчен тытӑнкаласа пӑхрӑм, анчах ӑшчик пӑтранать, — тетчӗ.

Уж я два раза пробовал, да тошнит.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пуҫӗ ҫаврӑнать ун, ури ҫинче аран-аран тытӑнкаласа тӑрать вӑл; ял-йышӗсем ҫинелле пӑхса илчӗ, вара сасартӑк хӑй умӗнче, ҫӗр айӗнчен тухса тӑнӑ пек, аллисене хӑй патнелле тӑснӑ тӑван ашшӗне курах кайрӗ…

Окинул взглядом все лица и вдруг увидел перед собой словно выросшего из-под земли родного отца, протянувшего к нему руки…

Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Плетнев ун ҫине урса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхать, хӑй шӑлӗсене ҫыртса лартнӑ, аран тытӑнкаласа тӑрать пулас.

Плетнев смотрит на него бешеными глазами, сжав зубы и, видимо, с трудом сдерживаясь.

7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кӑштшар кӑна, выҫса вилесрен тытӑнкаласа пурӑнмалӑх.

Помалу, впроголодь.

Ҫак йывӑр ҫулсенче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Рабочисем тытӑнкаласа тӑнине, ҫийӗнчех ответлеме хӑяйманнине сисет вӑл.

Владимир Ильич заметил, рабочие мнутся, медлят с ответами.

Пӗлмесен — вӗренӗпӗр // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Шкулта вӗреннӗ чухнех-ха… — каласа пӗтермерӗ Валя, шӑпланчӗ, кӑштах, тем, тытӑнкаласа тӑчӗ те кӗскен ҫех ҫапла вӗҫлерӗ:

Еще в школе… — тут Валя замолчала, замялась в нерешительности, а потом, должно быть, все же решилась:

3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех