Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑрсем (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тум ҫи-пуҫӗнче таш тутри (aл тутри) тата пуян тӗрӗллӗ, ҫӳҫеллӗ-шерепеллӗ ытти тутӑрсем (ҫулӑксем) пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫтаппан куҫӗнчен вӗлкӗшекен тутӑрсем те, пристань те ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем тутӑрсем ҫыхаҫҫӗ, кӗрӗк тӑхӑнаҫҫӗ.

Люди кутаются в платки и шубы.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапла, кашни кунах кӑшман хирӗнче симӗс, хӗрлӗ, кӑвак, хӑмӑр тутӑрсем вӗлтлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Автобус кантӑкӗсенчен шурӑ тутӑрсем варкӑшни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Чӗнтӗр йӗппипе тата мӗн кӑна ҫыхмаҫҫӗ пуль — плюш ҫипрен ҫемҫе теттесем, шаль тутӑрсем, мунчаласем, илемлӗ чӗнтӗрсем…

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Павӑл кукка мӑйӗнче те тутӑрсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Виҫҫӗшӗ тутӑрсем ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ксюшӑпа Настя кукамай патне чечеклӗ пысӑк тутӑрсем илме кайрӗҫ.

Ксюша и Настя пошли к бабушке за большими платками с рисунком.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

— Ара, Тятюк, ман тутӑрсем чечеклӗ-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эпӗ, кинемей, аннепе иксӗре валли пӗр пек тутӑрсем илтӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лисук кинемейпе амӑшӗ валли тесе ятарласах пӗр пек ҫӑм тутӑрсем туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав виҫӗ ҫын хӑйсем патне пырасса ял ҫыннисем малтанах кӗтсе тӑраҫҫӗ: пуяннисем пурҫӑн тутӑрсем, хӗрсем хитре тӗрленӗ катанпир пит шӑллисем, сӑмса тутӑрӗсем, енчӗксем, кил хуҫи хӗрарӑмӗсем теҫетки-теҫеткипе ҫӑмарта тата тем-тепӗр парса яраҫҫӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аякри ҫӗрте чӑваш каччисене вӑй-хӑват кӳрӗ ҫак тутӑрсем.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Иртнӗ эрнере районти ҫамрӑксене Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне ӑсатнӑ май районти ку пӗрлешӳ ертӳҫи Людмила Васильева тутӑрсем тӑнӑҫлӑх символӗ, инкексенчен хӳтӗлекен управҫӑ пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Чипер хӗрсем шур тутӑрсем тӗрлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Ун куҫӗсем хӑйсем тӗллӗнех ҫырма леш еннелле пӑхаҫҫӗ, нумай тӗслӗ илемлӗ тутӑрсем хушшинче Укахвин: кӗрен тутӑрне шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен хул пуҫҫисем ҫинче хӑтакланӑ тутӑрсем; ҫӳҫне кӑнттамрах капӑрлӑхпа илемлетнӗ, — паллӑ вырӑнсенче, тӗлӗнтерсе, хӑйсем ҫине ҫакнашкал пӑхтараҫҫӗ, вӑйлӑ пудрӑланнӑ, театрти пек каҫӑрӑлчӑк, пурҫӑн кӗпепе, ҫӗрӗсемпе, мӑясемпе, — ҫак эрттел иллюминатортан курӑнакан хутлӑхӑн ҫавра экранӗнчен хӑвӑрттӑн куҫать.

На их плечах были кружевные накидки; волосы подобраны с грубой пышностью, какой принято поражать в известных местах; сильно напудренная, театрально подбоченясь, в шелковых платьях, кольцах и ожерельях, компания эта быстро пересекла круглый экран пространства, открываемого иллюминатором.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унта та кунта пуҫӗсене хӗрлӗ тутӑрсем ҫыхнӑ, ӑшӑ фуфайкӑсем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем курӑнаҫҫӗ.

Пестрели красные косынки женщин, одетых в телогрейки.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Рабочисемпе салтаксен депутачӗсен Совӗтӗнче, пысӑк пӳлӗмре, халӑх лӑк туллиех — кӑкӑр емекен ачаллӑ хӗрарӑмсем, рабочисем, хӗрлӗ тутӑрсем ҫыхнӑ хӗрсем.

В Совете рабочих и солдатских депутатов в просторном зале толпилось много народу: женщины с грудными детьми, рабочие, девушки в красных косынках.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех