Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутлӑраххине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавккасене кӗрсен те ҫемҫереххине, тутлӑраххине суйлама тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

— Лимонадран тутлӑраххине пурнӑҫра нихӑҫан та ӗҫсе курман, — терӗ Альфред.

Альфред уверял, что ничего вкуснее лимонада он в жизни не пил.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тен, вӗсем сан валли мӗн те пулин тутлӑраххине пама кӑмӑл тӑвӗҫ.

Может быть, они тебе препожалуют что-нибудь повкуснее.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Вӗсене курсан, вӑл пит савӑнса ӳкет, хӑй шухӑшлать: «Ӗнтӗ эпӗ кунпа пайтахчен тутӑ пулӑп, анчах пурне те пӗрре ҫисех пӗтерес мар-ха, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫиес, нимӗн те сая ан кайтӑр: малтан хытӑраххине ҫиес, кайран ҫемҫине, тутлӑраххине ҫийӗп», — тет.

Волк обрадовался и подумал: «Теперь я буду долго сыт; только я не стану есть всего вдруг, а буду есть понемногу, чтобы ничего не пропало: сперва съем что пожестче, а потом закушу тем, что помягче и послаще».

Кашкӑрпа ҫӗмӗрен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эсӗ ун патне ятарласах кайса кил, ӑна мӗн те пулин ҫимелли, килтине, тутлӑраххине пырса пар.

Обязательно навести его и принеси ему чего-нибудь вкусного, домашнего.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑйсен вӑйӗпе ҫитӗнтерни чылай тутлӑраххине кам пӗлмест? Ӗҫе юратни те — патриотлӑх

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех