Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутлӑрах (тĕпĕ: тутлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ апатне тутлӑрах пӗҫер!

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта сиплӗрех те тутлӑрах пек.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку вӑл эмел улминчен те тутлӑрах пек.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Икӗ эрнерен ҫиме пулать, анчах уйӑхран тата та тутлӑрах.

Упoтpeблять мoжнo yже чeрез 2 нeдели, нo сaмый яpкий вкуc пoлучaeтcя через мecяц.

Кабачкинчен тунӑ аджика // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/apach-tatl-p ... ka-3407193

Вӑл ҫапла сӗннӗ: 1) хура пӳртсене пӗтермелле — тӗтӗм алӑкран мар, мӑрьерен тухтӑр: 2) ҫынсене кил-ҫурта таса тытма хӑнӑхтармалла; 3) весӗн апачӗ тутлӑрах та сӗтеклӗрех пултӑр; 4) хресченсем меллӗрех тумтир тӑхӑнса ҫӳреччӗр, ҫумӑрта ан йӗпенччӗр, сивӗре ан шӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Кӗҫӗн мӑнуксем вара пуринчен те «тутлӑрах».

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

— Апай, каллех тутлӑрах ҫитар.

— Матушка, повкуснее накорми нас снова.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

— Апай, тутлӑрах апат ҫитар-ха, эпӗр лаша илме каятпӑр.

— Матушка, накорми повкуснее, мы пойдем лошадь покупать.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Эпир ӗмӗрне курман кӗпе-тумтирпе чалкӑштарса ҫӳремелле те тутлӑрах ҫимелле — ҫавна ҫеҫ пӗлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл ал айӗнче пур чухне кукӑлӗ те, икерчи те, яшки те тутлӑрах, ырӑ шӑршӑллӑрах пиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫулҫи унӑн ыхра ҫулҫи евӗрлӗрех, анчах унран тутлӑрах.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

– Илни тутлӑрах.

– Покупное вкуснее.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Апат-ҫимӗҫ, сӗтеклӗ чашлама та уҫӑ сывлӑшра тутлӑрах пиҫсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫӑка вӑрманӗнче пыл та тутлӑрах, усӑллӑрах тет Людмила Данилова.

Куҫарса пулӑш

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Бетховен е Дебюсси симфонийӗсене итлесе киленес вырӑнне сыснасене тутлӑрах апат пӗҫерсе парассишӗн хыпкаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑварпа татах та тутлӑрах иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таса ҫӗрте апачӗ те тутлӑрах пулӗ, — чӗпӗсем хӑйне ӑнланас пек, вӗҫӗмсӗр чӗвӗлтетрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Старикку халлӗхе санӑн ҫирӗп-ха, эсӗ лучшӗ эпир килнӗ ҫӗре тутлӑрах яшка пӗҫерсе хатӗрле, юрӗ-и?

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑмакара пӗҫернӗ апат та тутлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

— Хӗрӗм, паян илем, тутлӑрах апатсем пӗҫерӗп.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех