Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутлӑран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним ҫукран тӗлӗнсе каймалла тутлӑран та тутлӑ чей вӗретнӗ атте!

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Шап-шурӑ кӑпӑклӑскер, ырӑ шӑршӑллӑ, тутлӑран та тутлӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ивук хӑпартланнӑҫемӗн трактирте ӗҫлекен йӑвашланса, чӗмсӗрленсе пычӗ, тутлӑран тутлӑ пӑха пуҫларӗ.

Чем больше куражился Ивук, тем услужливее становился трактирщик. Он молча сладко улыбался, сиюминутно исполнял все желания подвыпившего дьяка.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑван халӑха юратни, унӑн ҫутӑ малашлӑхӗ пулассине ӗненни тутлӑран та тутлӑ туйӑм пулса пынине Михала та сисе пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сирӗн ӳсӗмри хӗрарӑмсем унта хӑйсем валли карьера тӑваҫҫӗ, ку — модӑра; хӑйне хӑй юратаслӑх, ыр кӑмӑллӑх, политика ӗҫченӗсене витӗм кӳреслӗх — ҫакӑ вӗсемшӗн тутлӑран та тутлӑ ҫимӗҫ шутланать.

Женщины вашего возраста делают там себе карьеру, это в моде; честолюбие, благотворительность, влияние на политических деятелей — это у них считается большим лакомством.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Тутлӑран та тутлӑ шутланакан апат — шӑнтса хытарнӑ палан какайне чӗрӗллех параҫҫӗ.

Подают лакомое блюдо — сырую оленину в мороженом виде.

Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Меркидонпа унӑн тусӗсемшӗн ку — упа кӗпҫи, тутлӑран та тутлӑ апат.

А для Меркидона и его друзей — это дягиль, вкуснейшее лакомство.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Какайран шашлык хатӗрлеҫҫӗ, кӑвар ҫинче ҫӗр улмипе пулӑ пӗҫереҫҫӗ, сиплӗ курӑк чейӗ вӗретеҫҫӗ — тутлӑран та тутлӑ пулать-ҫке!

Из мяса жарят шашлык, на углях готовят картофель и рыбу, заваривают из трав душистый чай — получается вкуснятина!

Настьӑн кӑсӑкланӑвӗсем // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 24,26,28 с.

Темле тутлӑран та тутлӑ шӑршӑ кӗрсе кайрӗ тата.

Чем-то великолепно запахло.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

3. Вӗҫен-ҫӳрен хушшинче пыл хурчӗ пӗчӗккӗ ҫеҫ, ҫимӗҫӗ вара — тутлӑран та тутлӑ.

3. Мала пчела между летающими, но плод ее - лучший из сластей.

Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех