Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутли сăмах пирĕн базăра пур.
тутли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне пиччесемпе аппасем алӑра йӑтса ҫӳренӗ, мӗн тутли, лайӑххи — йӑлт сана валли!

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах ҫавах чи тутли пулчӗ пыллӑ йӑвачи.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

— Атя, тутли тӗлне илсе каям.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сиккелет, пӗчӗк сӑмсипе мӑшлаткаласа, нӑш-нӑш шӑршлакаласа ҫул ҫинче тӗл пулан ӑпӑр-тапӑра пахалать, тем тутли тупӑнсан, «дегустаци» те тукалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑнах та, ыйхӑран тутли мӗн пултӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

– Мӗн тутли пӗҫерсе парас? – тесе ыйтнӑ унран амӑшӗ.

– Чем вкусным тебя сегодня накормить? – спрашивает у него мама.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Вӑл, шӑмарса, чӑваш сӑмахӗсемпе вырӑссенне хутӑш авӑртса, татах тем хыттине ӑшне тавӑрсах силлесшӗнччӗ, анчах анкӑ-минкӗленнӗ ӑс-тӑн кустӑрми нимӗн пӳтлине те сӑптӑраймасӑр, пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑннине пула, арӑш-пирӗшленсе, уни-куни уҫӑмсӑррине ҫеҫ ӗнӗрлеме пуҫларӗ, пылран та тутли те пуҫне чул катрамӗпе пусарсах суптӑркаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальхинче унӑн Полинӑпа пурӑнса ирттернӗ ҫичӗ тинӗс, ҫичӗ ту леш енчи сакӑлталлӑ-тумхахлӑ, хурашурлӑ, вачаккипе тутли хутӑш пурнӑҫа ҫак касса уҫӑлми вӑрман пек катаран-катаран пуҫласа, пуҫтарса, анчах кукри-макрине сиктерсе, «алласа хӑварса» унӑн тӗп тапхӑрӗсене — «юпаллӑ ҫулӗсене» — те пулин, йӗркепелен уҫӑмлӑх парса, аса тавӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Анне, ҫакна ҫи-ха, кӑшт вӑй кӗтӗр, — тет вара мӗн те пулин тутли тупӑнсан.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшра куншӑн савӑнчӗ те пулас: ӗнер ун умӗнче Хусанта патша ӗҫкинче пулнипе ытла мухтанчӗҫ, халь тутли хыҫҫӑн йӳҫҫине тутанса пӑхчӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та вӑрман апатӗнчен тутли ҫӗр ҫинче урӑх нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫӑкӑр шӑршинчен тутли те нимӗн ҫук пуль.

И есть ли запах слаще, чем запах свежевыпеченного хлеба?

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи тутли, паллах, ҫӑка мунчи…

Но самая лучшая баня — липовая.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тутли тата йӳҫҫи мӗскер пур, пӗтӗмпех ларт пире валли.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑшӗ сан шутпа чи тутли? — чееленсе ыйтрӗ Тимуш Кӗпӗрьянтан.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн тутли пӗҫеретӗр, пире ҫиме чӗнетӗр? — сӑвӑласа калаҫрӗ Галя кухньӑна кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Темӗн те пур унӑн кунта тутли, сухари, пӗремӗк, типӗтнӗ чие тата ытти тутлӑ ҫимӗҫ.

У него тут было много сухарей, пряников, сушёных вишен и разных других вкусных вещей.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Купецсем — хупах тулли, Вӗсен умӗнче — тутли, — шухӑ речитативпа каласа панӑ юрӑ пуҫлаканӗ.

В кабаках купцы большие Пьют наливочки густые, — бойким речитативом рассказывал запевала.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мӗншӗн-ха санра чат тутли, чат пылакки кӑна мар?

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫыннисем эпир, паллах, пуян мар, тутли нимех те ҫук…

Люди мы, конечно, небогатые, вкусного тут ничего нет…

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех