Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл нимӗн калама та хӑяймасть: анчах, упӑшки ывӑлӗсене ыранах амӑшӗнчен уйӑрса илсе тухса кайма шутлани ҫинчен илтсен, вӑл куҫҫулне чарса тӑраймарӗ: ытла та час уйӑрӑлса тухса каякан ывӑлӗсем ҫине ҫав тери хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ — унӑн куҫӗсенче тата ирӗксӗр пӗркелесе тытнӑ тутисенче палӑракан хуйхӑ мӗн тери пысӑккине никам та ҫырса пама пултараяс ҫук.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Фоман сӑн-пичӗ тӑсӑлса, шурӑхса кайнӑ, унӑн кӑшт уҫӑлса тӑракан тутисенче тата кичемленсе кайнӑ куҫӗсенче йывӑр та йӳҫӗ тӗлӗнӳн сӑнарӗ пулнӑ…
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен эпӗ ӑна вуламан минутсенче те куркаланӑ: курпун сӑмси ҫинчи куҫлӑхӗ вара аяларах анса ларать, хупӑнарах тӑракан сенкер куҫӗсем яланхилле мар, урӑхларах пӑхаҫҫӗ, тутисенче хурлӑхлӑ кулӑ палӑрать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Месерле выртнӑ Алексей хӑйӗн умӗнче тытнӑ хут листи ҫийӗн ҫӳлелле пӑхать, куҫӗсенче, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ тутисенче Алексей пысӑк хуйха кайни палӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тутисенче темӗнле салхулӑх палӑрнӑ: ҫӑварӗ хӗрринче йӗрсем пӗтмен.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн ачалларах пичӗ ытла хуйхӑллӑ пулнине тата кӑштах уҫӑлса тӑракан шуралнӑ тутисенче пысӑк хуйхӑпа айӑпсӑрлӑх палӑрнине курсан, Василийӗн чӗри ыратса илчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Ара, апат-ҫимӗҫ мӗнле-ха пирӗн, хӑвӑрах куратӑр вӗт — ҫӑкӑрпа ҫӗр улми те шыв ҫеҫ, — хурлӑхлӑн ӑнлантарчӗ хӗрарӑм, вара ун салхуллӑн чӑмӑртанӑ тутисенче кӗтмен ҫӗртен ҫилӗ палӑрчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун тутисенче халӗ кӑна тӑрӑхласа кулнӑ кулӑран тӗсӗ те юлман.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1