Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутипеле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн пайӑркисем улӑм витнӗ ҫурт тӑррисене, лапсӑркка йӑмрасен шӑпӑл-шӑпӑл ҫулҫисене ылтӑн тутипеле чуптурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара пырса ӑна йӑвашшӑн Тутипеле кӑшт тӗрткелет.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аксинья хӑйӗн ӗнине сума лармарӗ, ун патне ӑшӑ витерен шурӑ сӑмсаллӑ амӑшай пӑрӑва хӑваласа пычӗ те, пӑру вара хӳрине пӗтӗлтеттерсе, кайри урисемпе ҫӗре тӑрӑн-тӑрӑн тӗревлесе, тутипеле выҫлӑхлансах ӗнен пушӑ ҫилли патне тӗршӗнчӗ.

Аксинья не стала доить свою корову, она выгнала из закута белоноздрого телка, припустила его к матери, и телок жадно прирос губами к тощему вымени, вертя хвостом, напряженно вытянув задние ноги.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав ҫилтен лашан типӗ сӑмсине тӑвар шӑрши ҫапать те, лаша, ӑна ҫӑтнӑ май, пурҫӑн пек йӑлтӑркка тутипеле чӑмлать, ҫилпе хӗвелӗн тутине сиссе илсе, кӗҫенсе ярать.

На сухом конском храпе от ветра солоно, и конь, вдыхая горько-соленый запах, жует шелковистыми губами и ржет, чувствуя на них привкус ветра и солнца.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Кӑмӑллӑ», ответлерӗ Григорий, куҫӗсемпе тата тутипеле йӑл кулса.

— «Славная», — ответил Григорий глазами и улыбкой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑварне аллаппи ҫинче кустаркаласа, тутипеле чаплаттарса, нумайччен чикарккине тивертсе аппаланчӗ.

Плямкая губами, долго прикуривал, катал его по ладони.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех