Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутасем (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑнни пекех тӳрӗ сӑмса, чакӑр куҫсем, ялан калаҫакан ҫепӗҫ тутасем.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑварне карса пӑрахрӗ, сарлакарах, тата та! — ҫунса кайнӑ тутасем ыратиччен.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн тутасем пӗҫерсе ыратрӗҫ, вӗсен хушшинчен ҫӑвара тӑварлӑ тутӑ юхса кӗчӗ, тӳсеймесӗр тутине ҫыртса татнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пыр-ҫӑвар типсе ларчӗ, тутасем юн тухиччен кушӑркаса ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ.

Рот и глотка высохли, губы потрескались до крови.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗри тутасем пӗрлешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Никампа калаҫмасӑр ҫӳренипе тутасем типсе каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ял ҫине каҫ ӗнтрӗкӗ ӳксен, тутасем самаях ҫулланса ҫитсен Мамич-Бердейпа Ту енчи мӑрсасем хӗрсе ӗҫ пирки калаҫнӑ хушӑра староста килне Тукайпа Алттыш пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗлекеллӗ тутасем хулара та ҫителӗклӗ.

Слюнявых губ и в городе немало…

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан алӑсем, унтан тутасем нумайлӑха пӗрлешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӳсӗрнӗ ҫӗртен чарӑнма тӑрӑшнӑ пек пулса, эпӗ пӳрнене тутасем ҫине хутӑм; Чубук хӑвӑрт куҫне хӗскелесе илсе, куҫӗсене ман ҫинчен хам хыҫран пыракан денщик ҫинелле куҫарса пӑхнӑ тӑрӑх, ҫапах та вӑл хам мӗншӗн кунта иккенне нимӗн те ӑнланайманнине тата вӑл мана хама та тӳрре тухма хӑтланаканскере, арестлесе килнӗ пулмалла тенӗ евӗрлӗ ӑнланнине куртӑм эпӗ.

Как бы сдерживаясь от кашля, я приложил палец к губам, и по тому, как Чубук быстро сощурил глаз и перевел взгляд с меня на шагавшего вслед за мной денщика, я догадался, что Чубук все-таки ничего не понял и считает меня также арестованным по подозрению, пытающимся оправдаться.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах кун пек чухне хаваслӑн курӑнма хӗн, юриех кулас тесе сарнӑ тутасем резина пек хӑйсемех пӗрӗнсе чӗтренеҫҫӗ.

Но как трудно иногда быть веселым, как невольно, точно резиновые, сжимаются и вздрагивают насильно растянутые в улыбку губы!

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тинӗс шывӗн сирпӗнчӗкӗсем ман пит ҫинче типеҫҫӗ, тутасем те тӑвар сийӗпе хутланчӗҫ.

Морская вода высыхала у меня на лице, и даже губы мои покрылись слоем соли.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Манӑн тутасем типсе ларнӑ.

Губы у меня ссохлись.

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тутасем хытсах ларнӑ.

Свело губы.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Вилсе пӗтесчӗ сирӗн, шапӑлти тутасем!

— Чтоб вы попередохли, губошлепы!

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Шуранкӑ сӑн-питсем ҫинче тутасем патӗнчи мускулсем туртӑнса илчӗҫ.

На бледных лицах возле губ дрогнули мышцы.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл мана алӑран тытрӗ те чуптутарас тесе хӑйӗн аллине ман тутасем патне ҫӗклерӗ, унсӑрӑн эпӗ ҫакна пачах туман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен апла тума кирлӗ тесе вуҫех шутламанччӗ.

Она взяла меня за руку и подняла свою руку к моим губам, чтобы я поцеловал ее, чего бы я иначе, не полагая этого необходимым, никак не сделал.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах, шампански нумай ӗҫнӗ пирки пулас, эпӗ хама айӑплӑ тесе шутларӑм, ҫак господина нимле йывӑр сӑмах та каламарӑм, пачах урӑхла: ман тутасем калама ҫук йӑвашшӑн хушаматӑма тата адресе каларӗҫ.

Но я все-таки чувствовал себя виноватым, должно быть, за то, что я выпил много шампанского, и не сказал этому господину никаких грубостей, а напротив, губы мои самым покорным образом назвали ему мою фамилию и наш адрес.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ питӗ ҫиленсе кайрӑм, тутасем чӗтрерӗҫ, сывлӑш пӳлӗнчӗ.

Я был очень озлоблен, губы у меня тряслись, и дыхание захватывало.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.

Большой статный рост, странная, маленькими шажками, походка, привычка подергивать плечом, маленькие, всегда улыбающиеся глазки, большой орлиный нос, неправильные губы, которые как-то неловко, но приятно складывались, недостаток в произношении — пришептывание, и большая во всю голову лысина: вот наружность моего отца, с тех пор как я его запомню, — наружность, с которою он умел не только прослыть и быть человеком a bonnes fortunes, но нравиться всем без исключения — людям всех сословий и состояний, в особенности же тем, которым хотел нравиться.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех