Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карчӑк хӑйӗн ҫамрӑк вӑхӑтне аса илчӗ, вӗсем те Тимофей Ильичпа ашшӗ-амӑшӗ умӗнче тӑнӑ, ҫавӑнпа унӑн пӳрте чупса кӗрсе турӑш илсе тухса, каччӑпа хӗре ҫав турӑшпа пиллес килнӗ, — анчах вӑл иккӗленсе тӑчӗ, — те турӑшне кунта илсе тухмалла, те хӑйсене пӳрте илсе кӗмелле…
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Турӑш кӗтессинче хаяр сӑнлӑ, хуралса кайнӑ турӑш шурӑ куҫӗпе сиввӗн пӑхса ларатчӗ.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аслӑ уявсенче, турӑшсемпе килтен киле ҫӳренӗ чухне, пуп кашнин патӗнчех малти кӗтесе тинкерсе пӑхать: пур-и турӑш?
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫав вӑхӑтрах, тата, темшӗн Эльгеев турӑш умне пырса лампадка чӗртсе ячӗ, виҫӗ ҫурта турӑш кӗтессинчен илчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Турӑш айӗнче ҫӗҫӗпе касса: «Пур турӑшсемпе святойсем те суя», тесе ҫырнӑ сӑмахсем пӑртакҫӑ палӑрса тӑраҫҫӗ.Под иконой слабо обозначалась вырезанная ножом надпись: «Все иконы и святые — ложь».
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Степан тӑрать те, турӑш кӗтессинелле туртӑнать; унта, виҫӗ кӗтеслӗ сентре ҫинче — краҫҫин тултарнӑ пушӑ бутылка, тата кӗленчесӗр лампа тӑраҫҫӗ; хуралса ларнӑ пӗчӗк турӑш хыҫӗнчен хаҫат татки туртса кӑларать те, ӑна куҫӗпе виҫсе пӑхса, пӗр ансӑр татӑк ҫурса илет, унтан хут татӑкӗ ҫине енчӗкӗнчен табак тӗпренчӗксем юхтарать, ӑна ҫавӑрса туртса ярать, вара, чыхӑнса ӳсӗрме пуҫлать те, Агриппинӑран: — Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха? — тесе ыйтать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пӑлтӑрта никам та курӑнман, тӗттӗм пулнӑ; кивелнипе хуралса кайнӑ тахҫанхи пысӑк турӑш умӗнче кӑна хунар йӑлтӑртатнӑ, турӑш ҫинче святитель Николайӑн сӑнӗ палӑрнӑ.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫывӑрас умӗн вӑл буфетра нихӑҫан сӳнтермен лампадкӑллӑ турӑш умӗнче нумайччен чӗркуҫҫи ҫинче тӑратчӗ, — эпӗ ӑна черви тус пек алӑкри шӑтӑк витӗр кураттӑм, анчах буфетчик епле кӗлтунине ман курма пулмарӗ: вӑл йывӑррӑн сывласа илсе, сухалне якаткаласа, турӑшпа лампадкӑна пӑхса ҫеҫ тӑратчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Икӗ ҫын ансӑр пусма тӑрах пысӑк, йывӑр турӑша ҫӗклесе хӑпартаҫҫӗ, эпӗ вараланчӑк алӑсемпе тата хулпуҫҫисемпе турӑш хӗррине тытса вӗсене пулӑшса пытӑм, хыҫалтан лӳппер манахсем тӗпӗртетсе пыраҫҫӗ, юрлас кӑмӑл ҫукран хулӑм сасӑсемпе юрлаҫҫӗ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑштах ларсан тата темиҫе тӗлтен ҫӗтӗлсе шӑтнӑ кӗпи-йӗмне пӑшӑрхануллӑн, тишкӗрсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлтуса ҫуртине темиҫе турӑш тӑракан кӗтес шайӗпе тан ҫӗклерӗ, турӑшсем ҫинелле пӑхса сӑхсӑхрӗ те ҫуртана ҫулӑмӗпе аялалла туса лартрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗме пырса кӗрсен, Марья Валериановна турӑш умне чӗркуҫленнӗ те, вӗҫӗмсӗр куҫҫуль юхтарса нумайччен кӗлтунӑ, унтан Анатоле ҫӗклесе ӑна турӑшне чуптума хушнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Марфа Петровна ӑнран кайса ӳкнӗ, ун хулӗ айне пӗчӗк турӑш чиксе хунӑ, турӑшӗ ӑшӗнче Антипий светуй ӳчӗ пулнӑ; молдаванка пӳлӗме темле тӗлӗнмелле нӑшӑкласа чупса кӗнӗ те, урайне тӑкӑннӑ йӳҫӗ купӑста шӳрпи ҫинче шуҫса кайса, кӑшт кӑна урине хуҫайман.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Эй турӑн таса амӑшӗ, эй ҫветой Микулай атте, эсӗ ҫынна хӑйне хӑй тытса тӑма вӗрентетӗн», — тесе янӑ вӑл, ӗнерхи молебӗнсене, хура сӑнлӑ, ылтӑн ризӑлӑ турӑша, тата хӑй ҫав турӑш умне лартмашкӑн сутнӑ ҫуртасене, вӗсене ҫавӑнтах ун патне каялла илсе пынине, вӑл вӗсене, кӑшт ҫунанскерсенех, ешчӗке пытарса хунине, — ҫаксене пурне те астуса илнӗ.
VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл ҫилленнӗ пек ҫамкине пӗрӗнтерсе лартнӑ та, ҫӗлӗкпе сӑхман ҫинчи юрне силлесе тӑкса, турӑш умнелле ҫавӑрӑнса тӑнӑ, никама та курман пек пулса виҫ хут сӑхсӑхнӑ та турӑша пуҫ тайнӑ, кайран хуҫи еннелле ҫавӑрӑнса малтан ӑна, унтан сӗтел хушшинче ларакансене, унтан тата кӑмака патӗнче тӑракан хӗрарӑмсене пуҫҫапнӑ та: «Праҫник ячӗпе ырӑ сунар!» тесе, сӗтел ҫине пӑхмасӑр, хывӑна пуҫланӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл ещӗк ҫине купаласа хунӑ турӑшсене ҫавӑркаласа пӑхрӗ, кӗмӗлтен-и тесе, ризӑна тӗрӗслерӗ, ӳкернӗскер-и, ҫаптарнӑскер-и тесе, таса хӗр Мария сӑнне чӗрнипе сӑтӑрса илчӗ, унтан ҫаврӑнӑҫуллӑн турӑш ушкӑнне ҫӗтӗкпе чӗркерӗ те пӳрт кӗтессисене пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Амӑшӗ, аллине пӗчӗк турӑш тытса, Тёмӑна кирлӗ пек ӑс пачӗ, ун ҫине хисеплӗн хӗрес хурса илчӗ те турӑшне Тёма мӑйне ҫакса ячӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тӗтӗмпе хуралса ларнӑ хура тенкелсене стена тӑрӑх лартнӑ, лӗр кӗтессинче — турӑш, тӗтӗмпе тӗксӗмленнӗ турӑш хӑми ҫинчен аран-аран кӑна такамӑн сӑнне курма пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Турӑш кӗтессинче мӗн пуррине уйӑрса илме май ҫук: те турӑ кӗлеткисем вӗсем, те хӑрӑмпа юриех вараланӑ хӑма таткисем.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эсӗр мана хӑтартӑр, малашне те хӑтарӑр ҫапла! — тесе, турӑш умӗнче виҫӗ хут хӗрес хыврӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Судран таврӑнсанах калпакӗпе кӗпине (ҫурхах ҫурхахах ӗнтӗ!), хутпа чӗркенӗскерсене, кӗсйинчен кӑларса, таса тутӑрпа ҫыхрӗ те турӑш хыҫне пытарчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.