Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӑх сăмах пирĕн базăра пур.
турӑх (тĕпĕ: турӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана анне турӑх илме хушрӗ, турӑхӗ буфетра ҫук.

Мама велела простокваши купить, а её нет в буфете.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Лар, ани, юратсан сивӗ турӑх та пур…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗнчен купӑста яшки шӑрши, турӑх шӑрши. ӗнтнӗ сухан шӑрши килет.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуҫтарӑннӑ ҫынсем самай ӗшенетчӗҫ пулмалла, — пӗр сехетлӗхе тӑхтав тӑватчӗҫ, юнашарти буфета кӗрсе, васкаварлӑн бутерброд пекки хыпкалатчӗҫ, турӑх ӗҫсе уҫӑлатчӗҫ, вара, тепӗр кана пуҫтарӑнса, ӗнер пуҫланӑ пухӑва яра куна тӑсатчӗҫ, тата ытларах хӗрсе калаҫатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Тӳпери хӗвелӗ куҫа шартармасть пулин те, кӑмӑлне йӳле янӑ: чӑваш ташши ташла-ташла, ярӑмӑн-ярӑмӑн тӑсӑлакан кӗвелӗк янӑ турӑх пек шупка, тип тӗтре пек шӗвек пӗлӗтсем хыҫӗпе «анатран тӑвалла», пуҫ тӳпинеллех кармашать.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Тӳпе талккишпех ҫӳхе, ҫурхахланнӑ, кӗвелӗк янӑ турӑх пек пӗлӗтпе «катрашкаланнӑ».

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сӗтел ҫинче пӗчӗк тирӗкпе турӑх ларать, икӗ кашӑк выртать.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Турӑх ҫук-и сан валли?

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Анфис аппа кӑмакаран сӗтлӗ пӑтӑ кӑларса лартрӗ, кашнинех турӑх тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗн чухлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртмен пуль фермӑсене: улӑм-утине тураса пӑспа пӗҫерсе пама тытӑннӑ, ҫӗр улмине те силослаттарнӑ, пӑрусене турӑх, сысна ҫурисене сула препарачӗ ҫитерме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ваҫук амӑшӗ васкасах нӳхрепрен хӑймаллӑ сивӗ турӑх, чӑкӑт илсе тухрӗ, сарӑ питлӗ тулӑ кулачи касрӗ — хӑна валли апат хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Вӑл атте валли чӗреспе турӑх тата ҫур хӑпарту илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михапар турӑх ҫине симӗс сухан кӑна тураса ҫирӗ, ҫӑвас вырӑнне ҫав тирӗкех ӑшӑннӑ сӑрине ярса ӗҫрӗ те арӑмне тӑма калас тесе пынӑччӗ — шарламарӗ.

Михабар накрошил в турых-варенец зеленого лука и выпил; вместо мытья ополоснул чашу пивом и тоже выпил. Хотел сказать Укке, мол, пора, поднимайся, но не стал будить:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӗтел ҫинче хулӑн каснӑ ҫӑкӑр чӗллисем, хӑвӑл сухан, турӑх чашӑкӗсем.

На столе толсто нарезанные ломти хлеба, пучки зеленого лука, чашки с турыхом-варенцом.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уйран, турӑх

уйрана да турыха…

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сетнер ватӑ амӑшӗ Турӑх тупрӗ кӳршӗрен, Ҫӑкӑр-тӑвар кӑларса Хучӗ сӗтел ӑшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗрре кӗвӗлнӗ турӑх сӗт пулмасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӗвелнӗ турӑх тек сӗт пулас ҫук, инке-арӑм тек хӗр пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсенчен кашни мӗн те пулин илсе килет: пӗчӗк шӑрттан, ҫур чара ҫӑнӑх, ҫӑкӑр, пӗр-ик ывӑҫ кӗрпе е уйранпа турӑх.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех