Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турттарнӑ (тĕпĕ: турттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1894 ҫулта кӗпер тӑрӑх 26 451 пассажира турттарнӑ, пӗтӗмӗшле ун ҫине 7 492 833 тонна тиеннӗ.

За 1894 год по мосту проехал 26 451 пассажир, общая нагрузка составила 7 492 833 тонны.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

1670-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Грассмаркет таварсене пушатса тиемелли пункт пек пулса тӑнӑ, усламҫӑсем унта таварсене пушатнӑ та малалла урапасем ҫине тиесе хула хӳмисемпе хӳтӗленнӗ пая турттарнӑ.

С 1670-х годов Грассмаркет стал в первую очередь транзитным пунктом, где торговцы выгружали товары, прежде чем везти их далее на тачках в город, находящийся в пределах городских стен.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Лашапа та арҫынран кая мар ӗҫлет, пуртӑ тытса каскалама та ӑста, вӑрманне те каснӑ, хӑех турттарнӑ, карти-хурисене те карталаса ҫавӑрнӑ, юписене те чавса лартнӑ — никамран та пулӑшу кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самартан кунталла тавар турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрать-ха, пӗлтӗр касса турттарнӑ йӑмрапа хӑвасем пур.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗтесре тимӗр кӑшӑлпа турттарнӑ пысӑках мар юман арча хӑяккӑн кайса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Яковлевич, яланхи пекех, сӑранпа турттарнӑ пальтопа.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сванетире ӗлӗк урапа курман, унта уйри тырра, утта ҫунасемпе турттарнӑ; ҫурӑм хыҫне япала ҫакса ҫынсем тусем урлӑ ҫуран е лаша ҫине утланса ҫӳренӗ.

Сванетия не знала колес — хлеб с полей и сено возили на санях, а люди с вьюками пробирались через горы пешком или верхом.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем шӑрӑх ҫӗрти халӑхсене плантацисенче, чугун ҫулсем тунӑ ҫӗрте, каучук кӑларнӑ ҫӗрте, йывӑр япаласене турттарнӑ ҫӗрте ирӗксӗр ӗҫлеттереҫҫӗ.

Они силой заставляют население жарких стран работать на плантациях, на постройках железных дорог, добывать каучук, переносить тяжести.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

13 ҫулта лашасемпе пысӑккисенчен кая мар тыткаланнӑ, кӑрмансемпе улӑм турттарнӑ.

В 13 лет управлялись с лошадьми не хуже взрослых, на рыдванах возили солому на скирдовку.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Утӑ турттарнӑ чухнех меллӗрех вырӑн тупма тӑрӑшнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Павӑл ҫӗрте выртакан чылаях хулӑн туйрана (вӑл хӗлле вӑрман турттарнӑ чухне кӳсек вырӑнне пулнӑ пулас) икӗ хулӑн аллипе ярса тытрӗ те шатӑрт! тутарса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Итем хуралӗнче ларнӑ, улӑм кӳнӗ, вут турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Владимир Яковлевпа Александр Капитонов тата Владимир Павлов водительсем КамАЗсемпе комбайнсем патӗнчен тырра йӗтем ҫине турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

«Башкирское спутниковое телевидение» журналисчӗ Ильяс Батыргариев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушкӑрт лашисем Абзелилпа Буян, позицисен объезчӗнче, пӗр сас-чӗвсӗр ҫӑксем турттарнӑ ҫӗрте ӗҫе кӗнӗ.

Как сообщил в своём телеграм-канале журналист «Башкирского спутникового телевидения» Ильяс Батыргариев, башкирские лошади Абзелил и Буян, как и планировалось, задействованы в объезде позиций и бесшумной перевозке грузов.

Пушкӑртран СВО зонине илсе килнӗ лашасем ҫар задачисене пурнӑҫлама тытӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3399693

Кӗлтесене лавпа йӗтем ҫине турттарнӑ.

Снопы после отвозили на подводах на ток.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Кас-кас ыратакан алла пӗрене турттарнӑ чух татах ыраттарсан вара — чикки вӗҫне тухрӗ пулмалла: Укахви малтанхи хут ҫӑвар уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

- Сӑмах май, эпӗ харсӑр пулнӑран колхозра лашапа тӗрлӗ лав турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Пӗлтӗр ҫеҫ вӗсем 19 000 яхӑн ҫынна турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Валдай» карапсен тапхӑрӗ пуҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=dmCcClbXVlQ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех