Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртса (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпе тӑхӑнсан пилӗке пиҫиххи ҫыхнӑ, унтан кӗпене пилӗк тавра туртса хӑпартнӑ та ⎼ арки чӗркуҫҫи таран ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Юлашкинчен вӑл сусӑра аллинчен ҫапса телефонне туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

1932 ҫулта 1872 ҫулта ҫуралнӑ Дельмухаметов Казый тата Дельмухаметов Янифа ял ҫыннисен пурлӑхне кулак тесе туртса илнӗ.

В 1932 раскулачены жители деревни Дельмухаметов Казый 1872 г.р. и Дельмухаметова Янифа.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Тепӗр куҫӗ, хура тутӑрпа чалӑшшӑн туртса ҫыхнӑскер, пӗҫерсе кайса нӑйкӑшма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсен карапӗ Кронштадтран Петрограда шӑпах Хӗллехи Двореца туртса илнӗ кун штурм умӗн пӗр-икӗ сехет маларах кӑна пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Унтан вӑл, сӗтел ещӗкне уҫса, хытӑ хуплашка ӑшне хунӑ хут тӗрки туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Маринка пӗрре кӑна сасӑ пама ӗлкӗрнӗ, сивӗ шывра ӑна шӑнӑр туртса хутлатнӑ та, вӑл пӗве тӗпне чул пекех анса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлашкинчен — туртса кӑларчӗ, ҫыраналла сӗтӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Пирӗн ҫумма ан ҫыпҫӑн, эпир хамӑрӑнне хамӑрах пӗлетпӗр», — терӗ вӑл таҫтан ҫӗҫӗ туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Манӑн сӑнӳкерчӗке сире Якку пичче панӑ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна сиртен туртса илме пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара ура ҫине сиксе тӑчӗ, гардероба уҫрӗ, унтан кӗрен тӗслӗ вӗр-ҫӗнӗ те хитре кӗпе туртса кӑларчӗ, ӑна ҫурма тӑчӗ, анчах тӑхтарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Савельич ун аллинчи эрех кӗленчине туртса илме тӑнӑ, анчах инженер ӑна итлесшӗн пулман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Карчӑк унӑн аллине темӗнле шывсемпе сӗркеленӗ те ҫӗтӗк-ҫурӑк татӑксемпе туртса ҫыхса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пирӗн Иван Кузьмич питӗ тӗлӗнмелле этем иккен: савӑнса е вӑтанса пӑлханнӑ чухне вӑл ҫав тери илемсӗрленсе каять, унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗкӗ хӗрелсе пысӑкланать, пӗтӗм питне-куҫне шӑнӑр туртса хӗстернӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Владимир Петрович чӑматанне васкаса уҫрӗ те унти темӗнле кӗнеке ӑшӗнчен пӗчӗк сӑнӳкерчӗк туртса кӑларчӗ, вара, темшӗн вӑтаннӑ пек пулса, ӑна мана тӑсса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Юлашкинчен ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртнӗ: Шура хӗвел анас умӗн пирус туртса маччаналла пӑхса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Халиччен туртса курман ҫынна никотин часах анратма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сӗтел ҫинче ҫавӑн пек ҫыру выртнӑ, унпа юнашар, — Станислав васканипе е ӑнсӑртран манса хӑварнӑскер пуль ӗнтӗ, — туртса пӗтереймен пирус пачкипе шӑрпӑк курупки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Алӑк умӗнче пӗр хӗрарӑм пирус туртса тӑнине куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех