Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртакан (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туртакан хӗрарӑмсем ҫине пурин ҫине те пӗр пек йӗрӗнсе пӑхма кирлӗ мар, — чарӑна-чарӑна тӑрса калаҫрӗ Шура.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл ҫав тери капӑр, илемлӗ, яланхи пек мар пулмалла тесе шутлаҫҫӗ — аслӑ вӑйсемпе духсем ӑна хӑвӑртрах асӑрхаччӑр те хӑй патнелле туртакан япалана ытларах ӑнӑҫу пачӗр тесе.

Считается, что она должна быть максимально нарядной, красивой и необычной — так высшие силы и духи быстрее ее заметят и дадут больше человеку, у которого находится притягивающая вещь.

Халӗ кашни хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ar-3640054

Авала кӗрсе кайма юратарах панӑ хӑш-пӗр писательсем вулакансемпе критиксене хӑйсен темиҫе кӗнекерен тӑракан романӗсемпе илӗртрӗҫ пулин те, пирӗн писательсен пысӑк йышӗ — тӗп вӑйӗ — каялла туртакан ҫулпа каймарӗ, яланах халӑхпа пулса, паянхи пурнӑҫа тӗплӗнрех вӗренме тытӑнчӗ, малалла пӑхрӗ, хальхи ҫинчен ҫырма йывӑр тенине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫапла майпа 1 килограмм туртакан пӑрсем пулма пултараҫҫӗ.

Таким путем могут образоваться градины весом до 1 килограмма.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Хам турра ӗненекен ҫын пулнӑ пулсан, эпӗ паянах чиркӗве кайса пӗр кило туртакан ҫурта лартнӑ пулӑттӑм, — терӗ вӑл нимрен малтан.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Малашлӑхра Чӑваш чӗлхине тапса туртакан Галина Андреева диплом ӗҫне те журналистикӑпах ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Машинсене майлама ӑстаҫӑсем ҫук, машинне туртакан утне те тупаймӑн — пур вӑйпитти арҫын кӑна мар, лайӑх лашасем те ҫара кайса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аллинчи куршанак чӑмӑрккине йӑваланӑ май, вӑрманӑн кӑчӑк туртакан илемлӗхне парӑнса, пуҫне шухӑшлӑн ҫӗклесе тытрӗ те икӗ йывӑҫ хушшипе курӑнакан ҫамрӑк хӑртне ҫумӗнчи пӗчӗк уҫланкалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах кӑмӑла тытса илекен, чӗрене ҫемҫетсе ярса, ирӗксӗрех хӑй патнелле туртакан хурлӑх, туйӑмсемпе пуян хурлӑх…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ҫынна тӑван кӗтеспе ҫыхӑнтарса тӑраканни вӑл — кӑмӑла туртакан ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫирӗпленеймерӗ пуль ҫав Якур ашӗнче хир енне туртакан вӑй…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫав самантра темиҫе тонна туртакан панель, лайӑх ҫыпӑҫтарса лартма ӗлкӗреймен «пукан» ҫӗввисене татса, хӑрах еннелле тайӑлма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир кашниех, хӗрӗ-хӗрарӑмӗ, ҫамрӑкки-ватти, чӗре кӑмӑллакан, чун туртакан ӗҫре ӗҫлеме пултарнишӗн савӑнас вырӑнне!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аслӑ ачам мӗн чухлӗ тиесен те туртакан лаша пек ӗҫченччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн кашни сӑпайлӑ хусканӑвӗнче хӑй патне кӑчӑк туртакан илем пур.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Туртакан техникӑран эпир вӑйланса ҫитнӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Хӑйне яланах лӑпкӑ та кӑшт именчӗклӗ тытнинче ҫын кӑмӑлне тӳрех ҫемҫетекен, ӑна хӑй енне туртакан вӑрттӑн вӑй пурри палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кунта пирус е сигарет туртакан арҫынсем пур.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпӗ туртакан ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Патька-патша тапӑрӗ пӗчӗк шывсене туртакан аслӑ тинӗс пек.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех