Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турран килесшӗ фельдфебель вӗсене кулленех шӑн ҫӗр алттарать, утса мар, чупса кӑна ҫӳреме хушать, уйри ҫуна ҫулӗсене тасаттарать, пасар халӑхне кӑтартма салтаксене пӗр-перинпе чышкӑпа ҫапӑҫтаратчӗ.

Злой фельдфебель каждый день приказывал солдатам долбить мерзлую землю, гонял расчищать санную дорогу, устраивал кулачные бои между ними на потеху базарному люду.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун карчӑкӗ ав, турран килесшӗ Улиҫӗ — аллӑ пиллӗкре, шухӑшлӑр-ха эсир!

А сейчас Улись уже пятьдесят шесть.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗпӗрр! сиксе тӑчӗҫ лупасайӗнчи сурӑхсем, тӗпӗр-тӗпӗрр! ҫаврӑнкаласа илчӗҫ турран килесшӗсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Турран килесшӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Э, мур, турран килесшӗ, тата кунта сӗтӗрӗнсе ҫитнӗ, — тенӗ Таниле, ун ҫине сиввӗн пӑхса.

— Э, черт, бог с тобой, еще сюда притащился, — сказала Данила, холодно глядя на него.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Турран килтӗр!

О, господи!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ак, ӗнтӗ, каллех персе ҫитрӗ турран килесшӗ!..

Вот еще наказание господне!..

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пӗрмай ҫыпҫӑнать вара, турран килесшӗ, куршанак пек.

Липнет всегда, прости господи, как репей.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех