Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫырма енчен каччӑпа хӗр алла-аллӑн тытӑнса хӑпарчӗҫ, Тимуш крыльци умӗнче, карта урлӑ тӑсӑлнӑ сирень турачӗсен айӗнче, чарӑнса тӑчӗҫ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӑл ӑна минтер вырӑнне усӑ куракан чӑрӑш турачӗсен валемӗ айне хурасшӑнччӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫӳлелле пӑхса ахлатса выртнӑ май Пурис йӑвӑ, вӑркӑля, ватӑ ӑвӑссен турачӗсен хушшинче, вӗсене лӑшлаттара-лӑшлаттара, тем чӑмакки хӑвӑрт-хӑвӑрт хускалкаланине, чакӑлт-чакӑлт сиккеленине асӑрхарӗ, хыҫҫӑнах ҫакскер турат ҫинчен турат ҫине чалт-чалт! сиксе — пӑртлатса ҫӳрени те курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уҫланкӑ темех те ҫук ӑна: унта та кунта касса янӑ йывӑҫсем, утӑ лавӗ пысӑкӑшех купаласа хунӑ чӑрӑш лӑссисемпе хыр турачӗсен куписем выртаҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
«Йӗрӗх — акӑ кунта», — тесе Мултиер алӑк хыҫӗнчи пилеш турачӗсен ҫыххипе йывӑҫран тунӑ пуканине кӑтартать.— Нет, йерех — там, у двери, — указал Мульдиер на пучок рябины с деревянной куклой.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йывӑҫ турачӗсен хушшисенче ҫил ҫеҫ кашлать.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Турачӗсен вӗҫӗсем ҫӗнӗрен тухнӑ ҫамрӑк та симӗс ҫемҫе йӗпсемпе илемленнӗ.Концы этих лапок украшены новыми, ярко-зелёными мягкими иголочками.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Халӗ ӗнтӗ унӑн пур ҫӗртен те ҫаклатакан тӗмсем витӗр хӗсӗнсе тухма, йывӑҫсен ҫӗр ҫумне ҫитиех усӑнса аннӑ йывӑр турачӗсен айне кӗре-кӗре тухма тиврӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Турачӗсен вӗҫӗсенче, юппи хушшисенче пӑрҫа чӑмӑркки пек, чечек папкисем чӑмӑртана-чӑмӑртана ларнӑ.И на всех кончиках и на развилинках сидели круглые, как горошинки, цветовые почки.
Улма йывӑҫҫи // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Авӑннӑ турачӗсен айне тӗревсем ларта-ларта тухнӑ.Вокруг дерева стояли подпорки — они держали на себе тяжелые ветви.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ирхи сулхӑн вырӑнне шӑрӑх килет, анчах йывӑҫсен ҫӑра турачӗсен хушшинчен тата шывпа сапнӑ ҫӗр ҫинчен ҫаплах уҫӑ сывлӑш ҫапать-ха.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Мамӑк пек кӑпӑш та ҫӑра ҫулҫӑллӑ йывӑҫсен, шурӑ чӑрӑш турачӗсен сулхӑнӗнче хӳшӗри пек тӗттӗм.
Ҫӗпӗрте // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шыв илнӗ хура ҫирӗксем хӑйсен ҫаралнӑ турачӗсен пӳрнисене шыва чиксе тӑраҫҫӗ, ҫил ҫинче тайкаланса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ пек пӑшӑлтатаҫҫӗ:
Халӗ те сивӗ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 4 с.
Мазин пӗве ҫыранӗ хӗрринчи тӗксӗм шыва пӑхать, унта хурӑн турачӗсен тачка папкисем курӑнаҫҫӗ, вӗсемпе юнашар ҫинҫешке хырсем кармашса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнтах ватӑ чӑрӑшӑн сарлака турачӗсен пысӑк мӗлки ӳкнӗ.
34 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн ҫуралса кайнӑ вулли шӑнӑр туртса лартнӑ пек авкаланнӑ, турачӗсем, канатсем пекех пӗтӗрӗнсе ларнӑ, пӗчӗк турачӗсен чармак пӳрнисемпе сывлӑшри курӑнман япаласене тытса, силеннӗ, темрен хӑранӑ пек, вулӑран аяккалла кармашнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ытарайми сӑн-сӑпатлӑ Гретхен та хампа пӗрле ҫакӑнтах пулнӑ пулсан, эпир унпа пӗрле епле аван уҫӑлса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑрччӗ, ҫакӑнта лӑпкӑн тӑракан икӗ палубӑллӑ карапсемпе фрегатсен гаванӗсем тӑрӑх, тинӗс пырӗн ешерсе ларакан йывӑҫ-курӑклӑ ҫыран хӗррисем тӑрӑх, крепость башнинчи хура ӑшлӑ кӗпҫисене бузинӑпа йӑмрасен турачӗсен хушшинчен тӑсса тӑракан тупӑсене башни мӗнӗпех пытарса хупланӑ лапсӑркка йывӑҫсем хушшинче уҫӑ сывлӑша тулли кӑкӑрпа ҫӑтса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑр.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпир йӗри-тавра ем-ешӗл йывӑҫсем ӳсекен бухта хӗррипе уткаласа ҫӳрерӗмӗр; бухта айлӑмӗнчи вӑрман ӑшӗнче ларакан хула йывӑҫ турачӗсен хушшинчи кайӑк йӑви евӗрлӗ курӑнса тӑрать; эпир вӑрман чӑтлӑхӗсем витӗр уткаласа, вилла пахчисене курса савӑнса ҫӳрерӗмӗр, кашни пахчин хӑйне уйрӑм шыва кӗмеллисем курӑнса лараҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӑва варринчи тӳремре, лапсӑркка хурӑнсен ем-ешӗл турачӗсен айӗнче, парка та ҫӳллӗ юман хӗрсе ларать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑш-пӗр чухне унӑн мачта тӑррисем темӗн ҫӳллӗш ҫыранта шывалла усӑнса аннӑ бук йывӑҫҫин турачӗсен айӗпе сӗртӗнсе иртет; час-часах яхтӑн винчӗсем пысӑк шыв вӑррисен лӑпкӑ шывӗсене пӑтратса илеҫҫӗ те, мӗнпур кӑвакалсемпе кайӑк хурӗсем, хир чӑххисемпе кайӑк кӑвакалӗсем тата ҫак вырӑнсенчи ытти ӗрчевлӗ чӗрчунсем ыйӑхран вӑранса кӗшӗлтетсе юлаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку тайгари чӑн-чӑн илемлӗ ёлка, ҫӳлӗ те тӳрӗ, ҫӑра турачӗсен вӗҫӗсем ҫӑлтӑр пек сапаланса каяҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
- 1
- 2