Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупӑклӑхӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
42. Иудейсенӗн эрнекунне пула тата тупӑклӑхӗ ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта пытарнӑ.

42. Там положили Иисуса ради пятницы Иудейской, потому что гроб был близко.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тупӑклӑхӗ ту хӑвӑлӗнче пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ.

То была пещера, и камень лежал на ней.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28. унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29. вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ.

27. И воздвиг Симон здание над гробом отца своего и братьев своих и вывел его высоко, для благовидности, из тесаного камня с передней и задней стороны, 28. и поставил на нем семь пирамид, одну против другой, отцу и матери и четырем братьям; 29. сделал на них искусные украшения, поставив вокруг высокие столбы, а на столбах полное вооружение - на вечную память, и подле оружий - изваянные корабли, так что они были видимы всеми, плавающими по морю.

1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Неемия вара — Азбук ывӑлӗ, Бефцур ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ — хӳмен тепӗр сыпӑкне Давид тупӑклӑхӗ патне ҫитиччен, алтса тунӑ пӗвепе Паттӑрсен ҫурчӗ таран юсарӗ.

16. За ним чинил Неемия, сын Азбука, начальник полуокруга Бефцурского, до гробниц Давидовых и до выкопанного пруда и до дома храбрых.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Хӑвӑн чуруна каялла таврӑнма, хӑйӗн хулинче, хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, вилме ирӗк парсам.

37. Позволь рабу твоему возвратиться, чтобы умереть в своем городе, около гроба отца моего и матери моей.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ савӑт илнӗ те ҫӑвне Саул пуҫӗ ҫине юхтарнӑ, унтан ӑна чуптунӑ та ҫапла каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн [Израильри] халӑхне тытса тӑраканӗ туса ҫу сӗрсе ярать, [эсӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши пулӑн, вӗсене хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑн, акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сана Хӑй халӑхӗн патши пулма ҫу сӗрсе янине кӑтартакан паллӑ]: 2. ман патӑмран кайсассӑн, эсӗ Вениамин ҫӗрӗн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, икӗ ҫынна тӗл пулӑн, вӗсем сана калӗҫ: «эсӗ шыраса ҫӳренӗ ама ашаксем тупӑнчӗҫ, халӗ ӗнтӗ аҫу, ашакӗсем ҫинчен манса кайсах, сирӗншӗн пӑшӑрханать: мӗн пулчӗ-ши ывӑлӑма? тет» тейӗҫ.

1. И взял Самуил сосуд с елеем и вылил на голову его, и поцеловал его и сказал: вот, Господь помазывает тебя в правителя наследия Своего [в Израиле, и ты будешь царствовать над народом Господним и спасешь их от руки врагов их, окружающих их, и вот тебе знамение, что помазал тебя Господь в царя над наследием Своим]: 2. когда ты теперь пойдешь от меня, то встретишь двух человек близ гроба Рахили, на пределах Вениаминовых, в Целцахе, и они скажут тебе: «нашлись ослицы, которых ты ходил искать, и вот отец твой, забыв об ослицах, беспокоится о вас, говоря: что с сыном моим?»

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ.

20. Иаков поставил над гробом ее памятник.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех