Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупаймастӑп (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн вӑрҫӑ чарӑннӑранпах шыратӑп, анчах тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ ӑна ҫаплах тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пулӗ те, пӗлместӗп, анчах эпӗ чӑнах та тунсӑхласа ларма вӑхӑт тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нина Васильевнӑна хаклама нимӗнле сӑмах та тупаймастӑп пулӗ, юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ывалу ҫинчен каласа пама сӑмах та тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыратӑп-шыратӑп утар йӗри-тавра — ниепле те тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пуҫа ҫапса ҫурсан та тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Лайӑхрах, тӗрӗсрех сӑмахне тупаймастӑп

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ленинградра шырани ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн вӑл ак мӗнле шухӑшпа килӗшрӗ: ҫав вӑрттӑн ӗҫлекен институт ӑҫта вырнаҫнине пӗлмесӗр эпӗ Ольӑна тупаймастӑп, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вассапа Кирле пиччене хурлама сӑмах тупаймастӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Прораб та килесшӗн мар ку бригадӑна, пӗр чӗлхе тупаймастӑп эпӗ Туруновпа, тет…

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сана тав тума сӑмах та тупаймастӑп

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Эпӗ шӳтлесе мар, мана чӑнах авланма вӑхӑт ӗнтӗ, анчах хӗр тупаймастӑп, тӗрӗсрех каласан, лайӑххине тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Рабочисемпе ниепле те пӗр чӗлхе тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫапах та тупаймастӑп

А все не нахожу…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сцена ҫинче хама хам та тупаймастӑп.

Да и сам я на сцене себя не нахожу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ те ак пурнӑҫра хама валли ҫаплах вырӑн тупаймастӑп, — вырӑнтан хускалмасӑр хуйхӑллӑн каларӗ Урсэкие.

— И я вот тоже все никак не могу найти себе места, — не меняя положения, говорил Урсэкие с горечью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ман арӑм вӑл шиккарнӑ пурӑнать-ха, вӑт эпӗ ун валли лайӑх ӗҫ ниҫта тупаймастӑп, совхоз директорӗн арӑмне, ман шутпа, пысӑк шалуллӑ должность кирлӗ, халь вӑл йӑла ҫуртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн ача-пӑча валли труссисем ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Ним каласа тав тума та пӗлместӗп, сӑмах та тупаймастӑп, — терӗ вӑл, именнӗ каччӑн аллине хытӑ чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ҫакӑнтах хунӑччӗ, ниепле те тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех